Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Республикăна термометрия таврăнать

Сентябрӗн 5-мӗшӗнчен пуçласа Тутарстанри медицина учрежденийӗсене килекенсен температурине алăкран кӗрсенех виçме тытăнаççӗ

Çакна коронавируспа чирлеме пултарнă е урăх чирпе аптăранă çынсене тӳрех «хăйсен çулӗпе» фильтра ăсатма тăваççӗ.

Юлашки эрнесенче Тутарстанра çӗнӗ коронавирус инфекцийӗпе чирлекенсен шучӗ ӳссе пырать. ТР Сывлăх сыхлав министерствинче аса илтернӗ тăрăх, медицина персоналӗ малтанхи пекех маскăсемпе çӳремелле. Унсăр пуçне маскăсене медицина учрежденийӗсене килекен пациентсене те тăхăнма рекомендацилеççӗ. Больницăсемпе поликилиникăсенче ӗçлекенсен температурисене те ӗçе килсенех виçсе тăрӗç. Пысăк температурăллă персонала ӗçе явăçтарма юрамасть.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев