Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Севастопольте Тутарстан ачисем пысăк концерт кăтартнă

Тинӗс Çар Флочӗн кунне халалласа «Созвездие-Йолдызлык» фестивалӗн çӗнтерӳçисемпе лауреачӗсем Севастополь паттăр-хулара уяв концерчӗ кăтартнă

Тутарстанри 23 муниципаллă йӗркеленӳрен 210 çамрăк артист Флот офицерӗсен çуртӗнче пултарулăхне кăтартнă. Ачасен сцена çинчи ӗçне флот офицерӗсемпе матросӗсем, ятарлă çар операцине хутшăнакансем, вӗсен çемйисем, ветерансем хакланă. 

Раççейӗн Хура тинӗс флочӗн командующийӗн ятӗнчен концерта йӗркелекенсене Севастопольти Флот офицерӗсен çурчӗн начальникӗ, 1 ранг капитанӗ Владимир Пискайкин тав тунă. Вăл Дмитрий Туманова «Хура тинӗс флотне фашизмпа тата нацизмпа кӗрешнӗ çӗрте тӗрев панăшăн, Раççей салтакӗсен паттăрлăхне пропагандăланăшăн» Хисеп Хучӗ парса чысланă. 

«Созвездие-Йолдызлык» фестиваль юхăмӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев