Сиктӗрмери сгущенка цехне Рустам Минниханов килсе курнă
Элкел муниципаллă районӗнче Рустам Минниханов «Хузангаевское» тулли мар яваплăхлă пӗрлешӗвӗн сгущенка кăларакан цехӗпе паллашнă. Предприяти кăçалхи апрель уйăхӗнче уçăлнă. Виçӗ уйăхра вăл 123 тонна çăратнă пылак сӗт кăларса ӗлкӗрнӗ.
Элкел районӗн инвесторӗсемпе, хуçалăхсен ертӳçисемпе, ял хутлăхӗсен пуçлăхӗсемпе ирттернӗ тӗлпулура Рустам Минниханов муниципалитсене аталантармалли республика программисем ниме пăхмасăр пурнăçа кӗресси çинчен пӗлтернӗ. «Тавтапуç, сире, тăрăшнăшăн. Ял ӗçченӗсем çинче çӗршыв тытăнса тăрать», – тенӗ Рустам Минниханов механизаторсемпе тӗлпулсан.
ТР ял хуçалăх министрӗ Марат Зяббаров пӗлтернӗ тăрăх, Элкел районӗнчи фермер хуçалăхӗсенче мăйракаллă шултăра выльăх шучӗ кăштах чакнине палăртнă.
Элкел районӗн пуçлăхӗ Александр Никошин пӗлтернӗ тăрăх, районра 6,5 пин гектар çинчен тырра пухса кӗртнӗ, вăтам тухăç пӗр гектартан 30 центнер. Ун сăмахӗсемпе «Хузангаевскинче» гектартан 35-36 центнер тухакан хирсем те пур.
Ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисене мӗнлерех пулăшу кӳни пирки те пӗлтернӗ вăл. Уйрăммăн илсен Никошин ачасене шкулта вӗри апатпа тивӗçтерни, ача сачӗсенче вырăн тупса пани тата ытти пулăшу мелӗсем çинчен каласа кăтартнă. Элкел районӗнчен ятарлă çар операцине 93 çын хутшăнать.
Рустам Минниханов ятарлă çар операцине хутшăнакан боецсен çемйисене тӗрев панăшăн тав тунă, отпуска таврăнсан вӗсене хăйсене те лайăх пăхса янăшăн мухтанă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев