Сивӗсем чăрмав мар
Мускавран килекен М12 трасса Тутарстанра Кайпăç, Апас, Тури Услон, Лайăшпа Пӗтреç районӗсен территорийӗ урлă, пӗтӗмпе 142 çухрăм, иртет. Строительство сивӗре те чарăнмасть.
М12 Мускав – Чулхула – Хусан пысăк хăвăртлăхлă трассăна палăртнă вăхăтран çулталăк маларах, урăхла каласан кăçалах, туса пӗтерес шанăç пысăккине пӗлтернӗ РФ Правительствин вице-премьерӗ Марат Хуснуллин. Ун сăмахӗсем тăрăх, çул-йӗр специалисчӗсемшӗн ӗç кунӗ январӗн 3-мӗшӗнченех пуçланнă. Мӗншӗн тесен пулас трасса валли çӗре хăпартма тата ытти хăш-пӗр ӗçе пурнăçлама хӗл сиввисем чăрмантармаççӗ. Ока юханшывӗ урлă кӗпер хывакансем акă Çӗнӗ çул каç та ӗçленӗ.
М12 трассăн Мускав – Хусан пайӗн хакӗ пӗтӗмпе 820 миллиард тенке ларать. Ӗç чăнах та пысăк, çул тунисӗр пуçне Хусан çывăхӗнчи Боровое Матюшино поселокӗ патӗнче Атăл урлă çӗнӗ кӗпер те хывмалла. Планпа ун тăрăх машинăсем 2023 çулта каçса çӳреме тытăнмалла, М12 трассăна Екатеринбург хулине 2024 çулта çитерсе вӗçлемелле.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев