Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкарта «Иван Яковлев - ҫамрӑксен чӗринче» ҫамрӑксен ll форумӗ иртнӗ

Мартăн 25-мӗшӗнче, Шупашкарти Туслӑх ҫуртӗнче аслӑ вӗрентекенӗмӗре И.Я. Яковлева халалланӑ регионсем хушшинчи çамрăксен форумне яш-кӗрӗм Чăваш Республикин тӗрлӗ округӗсенчен (районӗсенчен) тата регионсенчен килсе çитнӗ.

Тутарстанри çамрăксенчен унта чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗн лидерӗ Юлия Еремеева хутшăннă.

Ӗҫлӗ калаҫӑва Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчи ҫамрӑксен "Хастар" ушкӑнӗн ертӳҫи Алексей Енейкин илсе пынă. Вăл ЧНК ҫамрӑксен "Хастар" ушкӑнӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнă.
Форума хутшӑнакансене саламласа Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев, Чӑваш Республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Алексей Лукшин, Раҫҫей Федерацин Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн председателӗн çумӗ Ольга Петрова, Чăваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Николай Угаслов, ТР Халăхсен ассамблеин ӗçтăвком ертӳçи Константин Яковлев, Теччӗ районӗнчи Кăнна Кушкинчи И.Я.Яколвев музейӗн директорӗ Алексей Пыркин, общество ӗҫченӗ, публицист, ҫыравҫӑ тата хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ Виталий Станьял тата ыттисем те сӑмах каланă.
Форума хутшӑнакансем Яковлев халалӗ пирки, чӗлхе лару-тăпăвӗ пирки, çамрăксен общество ӗçӗнчи вырăнӗ çинчен калаçнă, резолюци йышăннă.

Елизавета Долгова, автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев