Сухан лартма вăхăт çитнӗ
• Çу уйăхӗн 5-мӗшӗ – Лука. Çак кун куккук хыттăн тата вăрахчен авăтать пулсан çывăх кунсенче çанталăк аван тăрать.
• Çу уйăхӗн 6-мӗшӗ – Егорий. Çак кун çумăр çусан кăçал выльăх-чӗрлӗхшӗн çăмăл çул пулать. Юр çусан хуратул ăнса пулать.
• Çу уйăхӗн 7-мӗшӗ – Евсей. Шăрăх пулсан çӗртме уйăхӗнче сивӗ пулать. Вăрăмтунасем йышлă – сӗлӗ аван çитӗнет.
• Çу уйăхӗн 8-мӗшӗ – Марк. Атмосфера пусăмӗ вылять-тӗк – çумăра. Куккук авăтма пуçланă – эппин урăх сивӗсем пулмаççӗ.
• Çу уйăхӗн 9-мӗшӗ – Глафира. Юр çусан хуратул ăнса пулать. Куккук хыттăн тата час-час авăтать – лайăх çанталăка.
• Çу уйăхӗн 10-мӗшӗ – Семен. Çак кун çумăр çусан ыраш ăнса çитӗнет. Хӗвел тухнă чух тӳпе таса-тăк – çулла çиллӗ пулать. Хурăн çулçисем сарăлнă-тăк – çӗрулми лартма юрать.
• Çу уйăхӗн 11-мӗшӗ – Ясон. Пилеш ир чечеке ларсан – сӗлӗ тухăçлă пулать. Шурăмпуç килнӗ чух çăлтăрсем йăлтăртатаççӗ – çумăра.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев