Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра пысăк вырăнта ӗçлекен «куккасăрах» лайăх карьера тума май пур халь

Пуçаруллисене, пултаруллисене аталанма, пурнăçра хăй вырăнне тупма пулăшакан проекта республика валли вăйлă кадрсем хатӗрлемелли шкул теме те пулать. Унта лекнӗ çамрăксене тренерсем çулталăк тăршшӗпех вӗрентеççӗ, çак вăхăтра вӗсемпе мастер-классем, тренингсем ирттереççӗ, республика лидерӗсемпе тӗл пулаççӗ. Çапла майпа сезон вӗçленнӗ тӗле кандидат хăйӗн проектне хатӗрлеме кăна мар, ăна мӗнле тӗрӗс пурнăçа кӗртмеллине те хăнăхса çитет. 2020 çулта кăна, тӗслӗхрен, проектăн X тата XI сезонӗсене хутшăннисем хăйсен проекчӗсемпе 6000000 тенкӗлӗх грант çӗнсе илнӗ. Паллах, чи пултаруллисем республикăн кадрсен резервне лекеççӗ. Шăпах вӗсемпе çӗнелсе пырӗ те республикăн ертӳлӗхӗ. 2009 çултанпа проекта хутшăннă 12600 çамрăкран 2170-шне вӗрентсе кăларнă (вӗсем пурте проектăн финалне çитнӗ). 210-шне республикăн патшалăх тата муниципаллă власть органӗсене ӗçе илнӗ, 260-шне – промышленноçпа коммерци секторне. Çак вăхăтра проекта хушăннисен 75 проекчӗ пурнăçа кӗнӗ, 2350 социаллă акци, 350 ытла интерактивлă вӗрентӳ мероприятине ирттернӗ.

Кун валли çамрăкăн хăйне кăна мар, ыттисене те ăнланмалла, пуриншӗн те кирлӗ те усăллă сӗнӳ тата командăпа ӗçлеме кăмăл кăна пулмалла. Шухăша мӗнле пурнăçа кӗртмеллине вара Тутарстан Президенчӗн Рустам Миннихановăн пуçарăвӗпе республикăра 2009 çултанпа ӗçлекен «Кадрсен резервӗ» çамрăксен проекчӗ вӗрентет. Сăмах май, çамрăк кадрсене кун пек тӗллевлӗн хатӗрлекен проект хальлӗхе Раççейӗн пӗр регионӗнче те çук-ха.

Пуçаруллисене, пултаруллисене аталанма, пурнăçра хăй вырăнне тупма пулăшакан проекта республика валли вăйлă кадрсем хатӗрлемелли шкул теме те пулать. Унта лекнӗ çамрăксене тренерсем çулталăк тăршшӗпех вӗрентеççӗ, çак вăхăтра вӗсемпе мастер-классем, тренингсем ирттереççӗ, республика лидерӗсемпе тӗл пулаççӗ. Çапла майпа сезон вӗçленнӗ тӗле кандидат хăйӗн проектне хатӗрлеме кăна мар, ăна мӗнле тӗрӗс пурнăçа кӗртмеллине те хăнăхса çитет. 2020 çулта кăна, тӗслӗхрен, проектăн X тата XI сезонӗсене хутшăннисем хăйсен проекчӗсемпе 6000000 тенкӗлӗх грант çӗнсе илнӗ.
Паллах, чи пултаруллисем республикăн кадрсен резервне лекеççӗ. Шăпах вӗсемпе çӗнелсе пырӗ те республикăн ертӳлӗхӗ. 2009 çултанпа проекта хутшăннă 12600 çамрăкран 2170-шне вӗрентсе кăларнă (вӗсем пурте проектăн финалне çитнӗ). 210-шне республикăн патшалăх тата муниципаллă власть органӗсене ӗçе илнӗ, 260-шне – промышленноçпа коммерци секторне. Çак вăхăтра проекта хушăннисен 75 проекчӗ пурнăçа кӗнӗ, 2350 социаллă акци, 350 ытла интерактивлă вӗрентӳ мероприятине ирттернӗ.
Камсем хутшăнма пултараççӗ-ха проекта? Тутарстанра пурăнакан 16-30 çулсенчи çамрăксем пурте. Унта лекесси вара пӗрре те çăмăл мар. Малтан  www.rezervrt.ru сайтра заявка тултармалла, тест иртмелле, унтан экспертсем патне собеседование килмелле. Кунта кандидатăн опычӗ пуррипе çуккине, харпăр çитӗнӗвӗсене, лидер потенциалне, пӗтӗмӗшле тавракурăмне, ӗçлеме пултараслăхне пăхса хаклаççӗ. Тӗрӗсрех каласан, проекта пушă алăпа мар, ыттисемшӗн усăллă пулма пултаракан шухăш-сӗнӳпе килмелле. Анчах хăратмасть иккен çамрăксене ку. «Кадрсен резервӗ» проекта хутшăнас текенсен шучӗ республикăра çулран çул ӳсет. Кăçалхи XII сезона та акă пӗр вырăна 10 çын таранах пулнă. Заявкăсене пӗлтӗр декабрӗн 20-мӗшӗнчен йышăнма тытăннă та юлашки срока январӗн 17-мӗшӗ тесе палăртнă, анчах та хутшăнас текенсем çав тери нумайăн пулнипе хальхинче срока январӗн 24-мӗшӗчченех тăсма тивнӗ.
ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗн çумӗ Тимур Сулейманов «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире пӗлтернӗ тăрăх, проекта ытларах аслă шкул пӗтернӗ 22-24 çулсенчи çамрăксем хутшăнаççӗ. Çапла майпа  аслă шкулта илнӗ теорие практикăпа çыхăнтарса лайăх ӗçе вырнаçма ăнтăлаççӗ вӗсем.  
Проекта лекни пуçламăш кăна иккен-ха, малалла хӗрӳ тупăшу. Кашни тапхăр ала евӗр кăларса чи вăйлисене кăна хăварать. Вӗсем куçăн тата куçăн мар тапхăрсенчен тăраççӗ. Проектăн программи кашни çул улшăнса тăрать. Кăçалхи акă çакăн пек пайсенчен тăрӗ:
1. «Харпăр пултăклăх (эффективность)».  Ку пайра тӗллеве кӗске хушăра пурнăçлама вӗрентеççӗ.
2. «Команда». Пӗр-пӗринпе хутшăнма, лайăх енсене ӳстерме, командăра кашнин рольне тупма, пӗрле тата усăллă ӗçлеме хăнăхтараççӗ.
3. «Харпăр проектпа ӗçлесси тата социаллă проект хатӗрлесси». Кунта кандидата хăй шухăш-сӗнӗвне тӗрӗс пӗлтерме, проекта çавăрма, ӗçе йӗркелеме тата усă кӳме вӗрентеççӗ.
Куратпăр ӗнтӗ, теорипе практика хăнăхăвне илнӗ кун пек управленец хуть хăçан та конкурентлă специалист. Ăна вӗренӳ вӗçленичченех ӗç паракан асăрхаса хурать. Чăваш калашле, шăтăк шăрçа çӗрте выртмасть, ăна тупаканни хуть хăçан та тупăнать. Кадрсене çӗнетес ыйту тухсан, патшалăх е муниципаллă власть структурисем халӗ специалиста урамра мар, ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин (проектпа «Тутарстанăн пултаруллă çамрăкӗсен академийӗпе» пӗрле ӗçлет) «кадрсен лаççинче» шыраççӗ.

Ирина КУЗЬМИНА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество