«Земский тренер» программӑпа вакансисен списокне çирӗплетнӗ
Тутарстан Республикин Спорт министерстви «2026 çул валли Тутарстан Республикин территорийӗнче вырнаçнӑ 50 пин çын таран пурӑнакан ялсенче физкультурӑпа спорт сферинче ӗçлекенсен вакантлӑ должностьсен переченьне çирӗплетесси çинчен» приказ пичетленӗ.
Документра «Земство тренерӗ» программа шайӗнче физкультурӑпа спорт сферинчи специалистсем ӗçе вырнаçма пултаракан вакансисен списокне çирӗплетнӗ. Унта Тутарстанри 37 муниципаллӑ районти 108 ваканси кӗнӗ.
Программӑна хутшӑнас текенсен тата компенсаци тӳлевне илме ӗмӗтленекенсен çирӗплетнӗ списокран ваканси суйласа ӗçе вырнаçмалла. Унг хыççăн ирлӗ документсене пухса Тутарстан Республикин Спорт Министерствине заявлени памалла.
Программа пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх кӑçал 42 специалиста пӗр хутчен 1 миллион тенкӗ компенсаци тӳлеççӗ.
Аса илтеретпӗр, Тутарстанра «Земский тренер» программа «Развитие физической культуры и спорта» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн пурнӑçланать. Унта 50 пин çын таран пурӑнакан ял-хулана физкультурӑпа спорт сферине ӗçлеме куçакансем хутшӑнма пултараççӗ. Пӗлтерӗшлӗ услови – суйласа илнӗ вакансире 5 çултан кая мар ӗçлемелле.
Программӑна хутшӑнмалли условисемпе паллашма, çавӑн пекех программӑн вакансисен переченьне ТР Спорт министерствин официаллӑ сайтӗнче тупма пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев