Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри шкулсенче учительсем çитмеççӗ

Тутарстанра пуринчен ытла математика, вырӑс чӗлхи, пуçламӑш классен, ют чӗлхесен, физика, информатика, истори, биологи, хими учителӗсем, çавӑн пекех ача сачӗсен воспитателӗсем çителӗксӗр. Кун çинчен «Татар-информ» Информаци агентствин тӗп редакторне Ринат Билалова ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин интервью панӑ чухне каласа кӑтартнӑ.

«2025-2026 вӗренӳ çулӗн пус̧ламӑшӗнче педагогсен йышне 2 пин ытла специалист кирлӗччӗ. Анчах та пӗр шкул та учительсӗр юлмарӗ. Педагогсем çитменнине майӗпен  татса паратпӑр: аслӑ курссенче вӗренекен педагог-студентсене ачасене вӗрентме явăçтаратпăр, шкулсенчи вӗрентекенсен сехечӗсене хушса паратпăр», тенӗ вӑл.

Министр сăмахӗсемпе, педагогсем ытларах Хусан, Çырчалли хулисенче, Анат Кама, Çӳлту тата Лайӑш районӗсенче çителӗксӗр.

«Паллах, эпир шкулсене çамрӑк учительсем ытларах килессе кӗтетпӗр. Анчах та 35 çултан çамрăкрах учительсем хальлӗхе 24 процент

кӑна», — палӑртнӑ вӑл.

Ильсур Хадиуллин сăмахӗсемпе, çамрӑк учительсене малтанхи виçӗ çул хушшинче ӗç укçи çумне уйăхсерен 10 пин тенкӗ хушса тӳлеççӗ. Çак тӳлеве хальхи вăхăтра 3 пин ытла çамрӑк учитель илет», тенӗ вӑл.

Вӗрентӳпе наука министрӗн шучӗпе, шкул коллективӗн çамрӑк вӗрентекенсене  хăнӑхма майсем туса памалла, ашшӗ-амăшӗн те вӗрентекенӗн чыс-хисепне çӗклес енӗпе килте ачисемпе калаçу ирттермелле. Мӗншӗн тесен ачаран лайăх çын ӳстерессинче вӗрентекенӗн тӳпи те пысăк.

 

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев