Валери, кукăль вырăсла мӗнле пулать?
Пирĕн Славик часах салтакран таврăнмасть-ха. Ăна Кубăна янă
Эпĕ шкулта вĕренеттĕмччĕ. Аргентина Фолкленд (Мальдива) утравĕceне тапăнса Англирен туртса илчĕ. Ыран паян вăрçă пуçланать. 1982 çулхи май вĕçĕ.
Ермишов Михал пиччерен ыйтаççӗ: Ывăлу, Славик, хăçaн салтакран таврăнать-ха? Икĕ çул иртрĕ вĕт.
Михал пичче: Пирĕн Славик часах салтакран таврăнмасть-ха. Ăна Кубăна янă. Кубăран Фолкленда яраççĕ,- тесе хуравлать.
Ыйтаканни: Дембельсене ямаççĕ ĕнтĕ унта.
Михал пичче:Шанмастăн-и? Акă çырăвĕнче хăй çырнă. Вула,- тесе Славикрен килнĕ çыруне парать.
Çырăвěнче Славик çaпла çырнă: Aтте! Мана часах ан кèтĕр. Часах пыраймастăп. Мана губана ячĕç.
***
Кузьма Ильич Абрамов Валерирен урокра:
- Валери! Кукăль вырăcла мĕн пулать?
Валери тарăн шухăша кайрě. Темле те шутласа пăхать.
Кузьма Ильич тата хыпалантарать:
- Мĕн, Валери, вырăcла кукăль мĕн пулнине пĕлместĕн- и?
- Мĕнле пĕлместĕп ĕнтĕ. Конечно пĕлеп. Кукăль вăл вырăcла гоголь пулать,- тесе каласа хучĕ.
Евгений Илюхин
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев