Хăйсене хăйсем ӗçпе тивӗçтерекенсен шучӗ Хусанта 40 процента ӳснӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Хăйсене хăйсем ӗçпе тивӗçтерекенсен шучӗ Хусанта 40 процента ӳснӗ

2022 çулта Хусанта пӗчӗк тата вăтам услам субъекчӗсем икӗ пине ӳснӗ, самозанятыйсем – 23 000 çынна

Çапла харпăр усламçăсен шучӗ 80 400-ре çитнӗ. Çак секторта Хусанта 350 300 çын ӗçлет (ӳсӗм 25 000 çынна яхăн). Иртнӗ çулталăкăн 9 уйăхӗнче пӗчӗк предприятисен тавар çаврăнăвӗ Хусанта 701,1 миллиард тенке çитнӗ. Шӗкӗр хула бюджетне кӗрекен налогсен калăпăшӗ – пӗлтӗрхипе танлаштарсан – 1 миллиард тенкӗ ытларах пулнă. Усламçăсем хула бюджетне 7,6 млрд тенкӗ куçарнă. 
Пӗлтӗр Хусанти самозанятыйсем 58 000 çын пулнă-тăк, кăçала вӗсен шучӗ 81 000 çынна çитнӗ, тесе пӗлтерет мэрийӗн пресс-служби.  


Нет комментариев