ХФУ профессорӗ Хусанта хăçан юр çăвассине пӗлтернӗ
Сентябрь Тутарстанра сасартăк шăнтнипе пуçланчӗ, анчах та пӗрремӗш юр халех çумасть-ха
Çакăн çинчен журналистсене Хусан федераллă университечӗн профессорӗ, географи наукисен докторӗ Юрий Переведенцев пӗлтернӗ.
«Хусанта талăкри вăтам температура 10 градусран анассине сентябрӗн 19-22-мӗшӗсенче кӗтмелле, пӗрремӗш шăнтнин кунӗ – хула тулашӗнче сентябрӗн 29-мӗшӗнче пулмалла, Хусанта – октябрӗн 4-мӗшӗнче. Çӗр сентябрӗн 16-20-мӗшӗсенче шăнтать.
Плюслă температурăсенчен термометр кăтартăвӗ нуль урлă иртсе минус енне каçнă хыççăн шăнтни пирки калаçма пулать», – тесе палăртнă профессор. Ученăй сăмахӗсемпе, кăçал Хусанти сентябрьти çанталăк октябрь вăхăтӗнчипе тӳр килсе пырать. Нумай пулмасть шăнтнине пула ТР Гидрометцентрӗ республика территорийӗнче шторм асăрхаттарăвӗ пирки пӗлтернӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев