Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта пӗр шкул ачи теприне çӗçӗпе чикнӗ

Çак инкек хыççăн полицейскисем тӗрӗслев пуçланă

«Дербышки» полици уйрăмне хулари шкулсенчен пӗринче пӗр вӗренекен теприне кăкăртан вӗçлӗ япалапа амантнă тесе шăнкăравланă. Çакăн çинчен журналистене Раççей ШӖМӗн Хусанти Управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ.

Полицейскисем тӗпчесе пӗлнӗ тăрăх, çул çитмен икӗ ача хушшинче, вӗсенчен пӗри хӗрача патне çулăхнă пирки хирӗçӳ тухнă. Ачасем шкулти спортзал патӗнче тӗлпулма калаçса татăлнă.

«Хирӗçӳ пынă вăхăтра шкул ачисенчен пӗри рюкзакӗнчен çӗçӗ евӗр япала туртса кăларса теприн кăкăрне икӗ хут çапнă», – тесе ăнлантаранă ведомствора.

Тытса чарнă ача çӗççе спортплощадкăра тупнă тесе ăнлантарнă. Хур тӳснӗ шкул ачине медиксем пулăшу кӳнӗ. Çак пулса иртнӗ пулăм пирки «Дербышки» полици уйрăмӗнче тӗрӗслев ирттереççӗ. Ӳт-пӳ сиенӗсем пирки судпа медицина экспертизине те ирттерме тивӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев