Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ырă сăмах итлеме камшăн та кăмăллă, калама пушшех те

Клубпа шкулăн çурт-йӗрӗсем çӗнех мар пулин те, культура вучахӗ сӳнме шутламасть. Çакна алăка уçса кӗрсенех сисетӗн: кунта бильярд та пур, телефонсен музейӗ те.

Беловкăсене «маттурсем эсир» тесе калани сахал. Паянхи куна Аксу районӗнчи чăваш ялӗсен хушшинче тӗрлӗрен мероприятисем ирттерессипе малта пыраканни – Беловка. Çакна кунти кашни мешехене хутшăнакан Аксу районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн председателӗ Роза Чентаева та çирӗплетме пултарать. Март уйăхӗнче йӗлтӗрпе чупассипе республика шайӗнчи ăмăрту ирттереççӗ, апрель уйăхӗнче районти чăваш пикине суйлаççӗ, май уăхӗнче – регионсем шайӗнчи пысăк юбилея ирттерчӗç, палăк лартрӗç, июньте ял уявне паллă тума хатӗрленеççӗ.  Çыннисен хастарлăхне, вашаватлăхне, тăрăшулăхне пула мероприятисен шайӗ те ӳснӗçем ӳссе пырать.

Николай Шелепин çуралнă кунӗнче ял хавалне аякран килнӗ çынсем те палăртрӗç. Вӗсенчен пӗри – Алена Алексеева (Селиванова) та. Чӗмпӗте пурăнса тата ӗçлесе çыравçă ятне илтме тивӗçнӗ журналист, çак ялта çуралса ӳснӗскер, ял-йыш хăватне уйрăмах туять: «Пирӗн ялта вăйлă çынсем пурăнаççӗ. Унăн хавалӗ пысăк. Çавăнпа çакăн пек чаплă мероприятисене çӗнтереет те вăл», – терӗ Алена Геннадьевна.

Клубпа шкулăн çурт-йӗрӗсем çӗнех мар пулин те, культура вучахӗ сӳнме шутламасть. Çакна алăка уçса кӗрсенех сисетӗн: кунта бильярд та пур, телефонсен музейӗ те.

Паллах, кашни пулăм, ӗç хыçӗнче уйрăм йыш, çын тăрăшăвӗ тăрать. Клубра ӗçлекенсем те, шкулта тăрăшакансем те – пурте пӗр шухăшлă пулни – лайăх результат тума пулăшать. Бюджетниксене Культура çурчӗ çумӗнче йӗркеленнӗ икӗ ансамбль пулăшса пыни каламасăрах паллă. Мероприятисене ачасене, çамрăксене явăçтарни те пӗлтерӗшлӗ. Кӗскен каласан, Пысăк маттурсем эсир!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев