г. Казань
•Пушăн 11-мӗшӗ — Порфирий. Вӗçен кайăксене сăнамалла. Енчен те вӗсем кăнтăртан таврăннă — тыр-пул ăнса пулать.
• Пушăн 4-мӗшӗ — Архип тата Филимон. Вăрманта шурă мулкача тӗл пулсан — юр тата та çăвать-ха; сăрă мулкача курни вара ăшăтиччен вăрах кӗтмелле мар. Çак кун мӗн чухлӗ ытларах ырă ӗç тăватăн, çавăн чухлӗ лайăхрах пурăнатăн кăçал.
• Нарăс уйăхӗн 26-мӗшӗ — Степан, Мартын. Çак кун сивӗ-тӗк, çуркунне кая юлса килет, сивӗ пулать. Мӗн чухлӗ сивӗрех, çулла çавăн чухлӗ ăшăрах, типӗрех пулать.
• Нарăс уйăхӗн 19-мӗшӗ — Вукол. Çак кун шартлама сивӗ пулсан, çуркунне ир килет, çулла типӗ те шăрăх пулать. Вукол кунӗнче килтен никама та нимӗн те кивçен памаççӗ.
• Нарăс уйăхӗн 12-мӗшӗ — Василий. Çил вăйлă — йӗпе-сапаллă çул пулать. Шултра юр çăвать-тӗк кӗçех ăшăтать.
Нарăс уйăхӗн 5-мӗшӗ — Агафий. Çак кун юр нумай-тăк — кăçал тырпул ăнса пулать. Хӗвеллӗ кун — çуркунне ир килет тата ăшă пулать. Сивӗ те хӗвеллӗ — çурла уйăхӗ шăрăх пулать.
Паян çил çурçӗртен вӗрсен ака уйăхӗччен сивӗ пулать.
• Кăрлач уйăхӗн 22-мӗшӗ — Филипп. Çил-тăманлă — çулла йӗпе-сапаллă пулать. Çак куна пăхса кăрлач уйăхӗн вӗçӗпе авăн уйăхӗнче çанталăк мӗнле пуласса пӗлеççӗ.
Паян автансем сӗре ир авăтма пуçласан ăшăтать.
• Раштав уйăхӗн 25-мӗшӗ — Спиридон. Çак кун çанталăк мӗнле, кăрлачăн 14-мӗшӗнче те çапла пулать. Ирхине ăмăр, çумăрлă çанталăк пулсан çуркунне ир килет тата ăшă пулать.
Раштав уйăхӗн 18-мӗшӗ — Савва. Йытă юр çинче йăваланать-тӗк, кӗçех юр çăвать.
Çак кун кӗпшӗл чӳрече патне килсе сас пани — ырă паллă.
Йывăçсене пас тытнă-тăк — çитес çул тухăçлă пулать.
Çак кун пӗлӗтлӗ пулсан е юр çусан — тепӗр çул çу уйăхӗн вӗçӗнче çумăрлă пулать.
•Чӳк уйăхӗн 13-мӗшӗ – Никодим. Çак кун çанталăк хӗвеллӗ-тӗк – кӗçех çил вăйланасса. Чăхсене хӗл каçма ăшă витене куçарма вăхăт çитнӗ.
0