Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарĕ

•Пушăн 11-мӗшӗ — Порфирий. Вӗçен кайăксене сăнамалла. Енчен те вӗсем кăнтăртан таврăннă — тыр-пул ăнса пулать.

•Пушăн 12-мӗшӗ — Прокоп. Хресченсем кăчкăллă хăвана сăнаççӗ: енчен те унăн кăчкисем тăрринче çурăлма пуçлаççӗ — акана иртерех тухма юрать. 

•Пушăн 13-мӗшӗ — Василий. Пӳрт-хуралтă тăррисенче юр ирӗлсе тумлама пуçлать. Çумăр çуни аван паллă — çулла савăнтарать. 

•Пушăн 14-мӗшӗ — Евдокия, Авдотья. Çак кун тӗлне чӗрчунсенчен нумайăшӗ хӗл ыйхинчен вăранать. Юр ирӗлтерсе тунă шыв ку кун уйрăмах сиплӗ теççӗ. Кунӗ уяр-тăк — çулла та уяр çанталăкпа савăнтарӗ. 

•Пушăн 15-мӗшӗ — Федот. Çак кун ăшă çил вӗрсен çулла ăшă пулать. Çумăр çуни вара çулла йӗпе-сапа пуласса. 

•Пушăн 16-мӗшӗ — Евтропий. Упа хӗл ыйхинчен вăранать. Енчен те хӗвел пӗлӗт «ăшне» анать-тӗк, тепӗр кун ăмăр çанталăк пулать.

•Пушăн 17-мӗшӗ — Герасим. Кăнтăртан хура кураксем таврăнаççӗ. Вӗсем килнӗ-килмен йăвисене юсама тытăнаççӗ-тӗк — кӗç-вӗç ăшăтать, çуркунне кая юлмасть. Кайăксем йăвисене ларсан пӗр эрнерен çурхи акана тухма юрать тенӗ ваттисем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы