Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарĕ

•Чӳк уйăхӗн 13-мӗшӗ – Никодим. Çак кун çанталăк хӗвеллӗ-тӗк – кӗçех çил вăйланасса. Чăхсене хӗл каçма ăшă витене куçарма вăхăт çитнӗ.

•Чӳк уйăхӗн 14-мӗшӗ – Демьян тата Кузьма. Çак кун юрлă – çуркунне шыв нумай пулать. Çак кун та йывăç çинчи çулçăсем ӳксе пӗтмен-тӗк – çитес çул сивӗ пулать. 

•Чӳк уйăхӗн 15-мӗшӗ – Акиндин тата Пигасий. Каçхи тӳпе тӗтреленчӗ-тӗк – çил вăйланасса. Кедр мăйăрӗ сахал – хӗл вăйсăр пулать. 

•Чӳк уйăхӗн 16-мӗшӗ – Анна. Каçпа йывăçсене пас тытсан – çанталăк лайăхланасса. Пӗлӗтсем пит аялтан шăваççӗ – сивӗтессе. Çак кун тӗлне çырмасенче пăр шăнсан – çитес çул тырпул ăнса пулать. 

•Чӳк уйăхӗн 17-мӗшӗ – Ерема. Кăтра пӗлӗтсем – çанталăк пăсăласса.  

•Чӳк уйăхӗн 18-мӗшӗ – Галактион, Иона. Каçхи шăплăхра автансем пӗр-пӗрне илтсе пӗрин хыççăн тепри авăтни илтӗнет-тӗк – çумăр е юр çăвасса.

•Чӳк уйăхӗн 19-мӗшӗ – Павел тата Варлаам. Çак кун юр çăвать-тӗк – хӗл нумай юрлă пулать. Кайăк-кӗшӗк çуртсен çумне тӗршӗнет – юр çăвасса.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы