г. Казань
Утă уйăхӗн 15-мӗшӗ — Берегиня, Фотий. Çак кун йывăçсем çинче сарă çулçă йышлă-тăк — хӗл ир ларать. Вăрманта çырла нумай — хӗл сивӗ пулать тата вăрăма тăсăлать.
Утă уйăхӗн 8-мӗшӗ — Петр тата Феврония. Ку кун шăрăх-тăк — тата 40 кун шăрăх пулать. Çак кун çемьере тăнăçлăх, килӗшӳ пултăр тесе Турра кӗлтумалла.
Утă уйăхӗн 1-мӗшӗ – Ярила. Тӗтре ирхине çӗр çинех аннă – уяр çанталăка. Каçхине асамат кӗперӗ курăнни – çанталăк лайăхланасса.
Çӗртме уйăхӗн 24-мӗшӗ — Варнава, Варфоломей. Çак кун нимле курăк та татмалла мар. Каçсерен ăшă тăрсан улма-çырла йывăççисем тухăç нумай параççӗ. Çăлтăрсем симӗссӗн йăлтăртатса çунаççӗ пулсан — уяр çанталăка.
Çӗртме уйăхӗн 17-мӗшӗ — Митрофан. Çурçӗртен çил вӗрсен ăмăр çанталăк кӗт.
Çӗртме уйăхӗн 10-мӗшӗ – Никита. Ку кун лăпкă-тăк – кӗркунне тулăх тухăç пухса илме хатӗрлен.
• Çӗртме уйăхӗн 3-мӗшӗ — Олена, Константин. Аслати авăтса çумăр çăвать-тӗк — кӗркунне те вăйлă çил вӗрсе çумăрсем пулаççӗ. Ку кун пăр çусан — декабрӗн 3-мӗшӗнче юр çăвать.
• Çу уйăхӗн 27-мӗшӗ — Сидор. Çак кун сивӗ пулсан — çулла та сивӗ пулать.
• Çу уйăхӗн 20-мӗшӗ — Купальница. Çӗнӗ уйăх чух пахча çимӗç аксан вăрлăха хуртсем çисе яраççӗ тенӗ. Акнă-лартнă чух çил хӗвеланăçӗнчен е хӗвелтухăçӗнчен вӗрсен аван.
• Çу уйăхӗн 9-мӗшӗ — Глафира. Юр çусан хуратул ăнса пулать. Куккук хыттăн тата час-час авăтать — лайăх çанталăка.
• Ака уйăхӗн 15-мӗшӗ — Тит. Ейӳ вăхăтӗнче пăра сăнамалла: енчен те вăл юхса каймасть, путать — йывăр çул кӗтет. Çак кун путене сассине илтсен ку çул тыр-пул та, курăк та лайăх çитӗнет.
• Ака уйăхӗн 8-мӗшӗ — Гавриил. Çак кун çанталăк мӗнле — юпа уйăхӗн 8-мӗшӗ çапла пулать.
• Ака уйăхӗн 1-мӗшӗ — Дарья. Çурхи шыв шавласа юхать пулсан — çулла курăк аван çитӗнет. Çак кун çанталăк мӗнле — юпа уйăхӗн 1-мӗшӗнче те çапла пулать.
• Пуш уйăхӗн 25-мӗшӗ — Феофан. Çак кун тӗтреллӗ пулсан сӗлӗ, йӗтӗн тата кантăр ăнса пулать.
• Пуш уйăхӗн 18-мӗшӗ — Конон. Çак кун хӗвеллӗ-тӗк, çулла пăр çăвасран хăрамалла мар. Конон хыççăн 40 хутчен тăм ӳкет (ирхи сивӗ).
0