Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарĕ

• Çу уйăхӗн 9-мӗшӗ — Глафира. Юр çусан хуратул ăнса пулать. Куккук хыттăн тата час-час авăтать — лайăх çанталăка.

• Çу уйăхӗн 10-мӗшӗ — Семен. Çак кун çумăр çусан ыраш ăнса çитӗнет. Хӗвел тухнă чух тӳпе таса-тăк — çулла çиллӗ пулать. Хурăн çулçисем сарăлнă-тăк — çӗрулми лартма юрать. 

• Çу уйăхӗн 11-мӗшӗ — Ясон. Пилеш ир чечеке ларсан — сӗлӗ тухăçлă пулать. Шурăмпуç килнӗ чух çăлтăрсем йăлтăртатаççӗ — çумăра.


• Çу уйăхӗн 12-мӗшӗ — Епифан. Ӗне нăрри (майский жук) нумай-тăк — типӗ çул пуласса. Çак кун вӗлле хурчӗ сăхсан тăхăр чиртен сыватать, сăпса сăхсан тăхăр чир «парнелет» теççӗ. 

• Çу уйăхӗн 13-мӗшӗ — Яков. Çак кун ăшă та нӳрӗ çанталăк пулсан — тырпул ăнса пуласса. 

• Çу уйăхӗн 14-мӗшӗ — Еремей. Каçпа сывлăм ӳксен — аван çанталăка. Çак кун çанталăк япăх пулни — çитес хӗлле сивӗ, çил-тăманлă пуласса.

• Çу уйăхӗн 15-мӗшӗ — Борис тата Глеб. Шăпчăк юрлама пуçлать. Шăпчăк сассине куккукăннинчен маларах илтсен çăвӗпе телейлӗ пурăнатăн теççӗ.

• Çу уйăхӗн 16-мӗшӗ — Мавра. Çак кун ир çинчен сывлăм вăйлă ӳкнӗ, кун уяр пулчӗ-тӗк — хăяр ăнса пулать кăçал. Юман каврăçран маларах çулçă кăларсан çулла типӗ пулать. 

• Çу уйăхӗн 17-мӗшӗ — Пелагея. Ирхине сывлăм ӳкмен пулсан — çанталăк улшăнать. 

• Çу уйăхӗн 18-мӗшӗ — Арина. Кайăксем юрлама пăрахрӗç-тӗк, çанталăк улшăнать. Шултра пӗлӗтсем кăнтăртан çурçӗрелле шăваççӗ пулсан çывăх вăхăтра çумăр çăвать. Кушак курăк çини те кӗçех çумăр пуласса систерекен паллă. 

•Çу уйăхӗн 19-мӗшӗ — Иов. Сăпсасем уçă вырăнта йăва çавăраççӗ-тӗк — çулла çумăрлă пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы