г. Казань
Чӳк уйăхӗн 18-мӗшӗ – Галактион, Иона. Каçхи шăплăхра автансем пӗр-пӗрне илтсе пӗрин хыççăн тепри авăтни илтӗнет-тӗк – çумăр е юр çăвасса. Йывăçсене пас тытнă-тăк – хӗл вăрăма тăсăлать.
Чӳк уйăхӗн 11-мӗшӗ – Аврамий тата Анастасия. Çӗрле йывăçсене пас тытнă-тăк – кăнтăрла юрсăр пулать. Атмосфера пусăмӗ майӗпен чакни – çиллӗ тата çумăрлă çанталăка.
Чӳк уйăхӗн 4-мӗшӗ – Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн кунӗ. Çак кун çумăр çусан кӗçех хӗл ларать. «Казанскинче кăнтăрлаччен çумăр çăвать, кăнтăрла хыççăн хӗл ларать». Ир çинчен тӗтреллӗ пулсан – çанталăк ăшăтасса.
Юпа уйăхӗн 28-мӗшӗ – Ефимий. Атмосфера пусăмӗ чакрӗ-тӗк – çиллӗ, çумăрлă çанталăка. Пӗлӗтсем пӗр çӗрелле пуçтарăнни – çумăра. Çак кун вăрăмтуна курсан хӗл ăшă пулать.
Юпа уйăхӗн 21-мӗшӗ – Пелагея тата Трифон. «Трифон кӗрӗк саплать, Пăлаки алсиш çыхать», – теççӗ халăхра, хӗл çывхарнăран ăшă тум хатӗрлеме вăхăт çитнине шута илсе. Шăшисем кăнтăр енче йăва çавăраççӗ – хӗл сивӗ тата нумай юрлă пулать.
Юпа уйăхӗн 7-мӗшӗ – Фекла. Кăмпа сезонӗ вӗçленет. Кунсем кӗскелеççӗ, çанталăк сивӗтсе пырать. Юмана сăнамалла, йӗкелӗ нумай-тăк, хӗл – ăшă, çулла тухăçлă пуласса кӗтмелле.
Авăн уйăхӗн 30-мӗшӗ – Вера, Надежда, Любовь тата вӗсен амăшӗ София. Çутçанталăка сăнамалла, йывăç çулçисем хăвăрт тăкăнса пӗтнӗ-тӗк, хӗл хăвăрт килессе кӗтмелле. Енчен те йывăç çулçисем симӗсех-тӗк, хӗл час лармасть-ха.
Авăн уйăхӗн 23-мӗшӗ — Петрпа Павел. Пилеш тухăçне сăнамалла: нумай-тăк хӗлле сивӗ пулать.
•Авăн уйăхӗн 9-мӗшӗ — Пименпа Анфиса. Пилеш кунӗ. Чăвашсем ку йывăçа ӗлӗк çурт çывăхне лартма тăрăшнă, аçа çапасран сыхлать тенӗ. Юман çулçи саралма тытăнчӗ-тӗк, йӗкелне пуçтармалла.
Çурла уйăхӗн 26-мӗшӗ — Тихон, Максим. Вăрманта кăмпа нумай-тăк, çитес çул тухăçлă пулать. Çак кун çил-тăвăл тухсан сентябрьте çумăр нумай çăвать. Çак кун çилсӗр пулсан çитес кунсенче вăйлă çиллӗ пулать.
Çурла уйăхӗн 19-мӗшӗ — Панулми Сăпасӗ. Çак кун мӗнле — Пукрав кун тата январь уйăхӗнче çанталăк çапла пулать. Кун типӗ тăрсан кӗркунне те çумăр сахал çăвать. Çиллӗ-тӗк — кӗркунне сивӗ пулать. Йывăçсем çинче çулçăсем саралма пуçланă — хӗл ир ларать. Панулми Сăпасӗнче çуралнă ача çирӗп сывлăхлă пулать.
Çурла уйăхӗн 12-мӗшӗ — Силуан. Çиллӗ, ăмăр кун — йӗпе-сапа вăраха каять. Çурла уйăхӗнче час-час аслати авăтсан кӗркунне вăраха тăсăлать.
Çурла уйăхӗн 5-мӗшӗ — Трофим. Каçхи тӳпере çăлтăр нумай-тăк — 2 — 4 кунран вăйлă çумăр çуса иртет. Çак кун нумай çывăрма юрамасть — ăнăçу айккипе иртсе кайӗ.
Утă уйăхӗн 30-мӗшӗ — Марина тата Лазарь. Çак кун аслати авăтсан кӗркунне çумăрлă, хӗлле вара тăманлă пулать. Шăрăх та типӗ кун — хӗлле юр сахал çăвать, сивӗ пулать. Çак тата кун хыççăнхи виçӗ куна пăхса кӗркунне мӗнле пуласса пӗлеççӗ.
Утă уйăхӗн 22-мӗшӗ — Кирилл тата Панкратий. Хура çырла (черника) нумай-тăк — хӗл сивӗ пулать. Шапасем хуллен кваклатаççӗ-тӗк — çумăра, хыттăн — хӗвеллӗ çанталăка.
0