Халăх календарĕ
Утă уйăхӗн 22-мӗшӗ — Кирилл тата Панкратий. Хура çырла (черника) нумай-тăк — хӗл сивӗ пулать. Шапасем хуллен кваклатаççӗ-тӗк — çумăра, хыттăн — хӗвеллӗ çанталăка.
• Утă уйăхӗн 23-мӗшӗ — Антоний. Шапасем çыран хӗррипе сиккелесе çӳреççӗ-тӗк — уяр çанталăка. Çак кун çырма-кӳлӗре шыва кӗме хушмаççӗ. Шăнасем хытăрах çыртаççӗ — çанталăк пăсăласса.
• Утă уйăхӗн 24-мӗшӗ — Ольга, Ефимья. Аслати авăтсан пулă лайăх лекет. Эрешмен хăйӗн карти варринчех ларать-тӗк — çумăра.
• Утă уйăхӗн 25-мӗшӗ — Прокл. Çарансем çине вăйлă сывлăм ӳкнӗ-тӗк — телейлӗ çул пулать. Сывлăм çук — апла-тăк кӗçех çанталăк пăсăлать. Вӗлле хурчӗсем хытă сӗрлени — çу вӗçӗнче шăрăх пуласса.
• Утă уйăхӗн 26-мӗшӗ — Гавриил. Ăшă та хӗвеллӗ çанталăк тăрсан кӗркунне вăрăма тăсăлать, час сивӗтмест. Çумăр çусан — хӗл сивӗ те нумай юрлă пулать. Хура кураксем пысăк ушкăна пуçтарăнаççӗ — эппин кӗркунне çитесси инçе мар. Çак кун çуралнă çын нихăçан та чухăн пулмасть тет.
• Утă уйăхӗн 27-мӗшӗ — Стефан. Çанталăк майӗпен кӗр еннелле сулăнать, час-час улшăнса тăракан пулать. Кун çумăрлă-тăк — эрнипех çăвать.
• Утă уйăхӗн 28-мӗшӗ — Кирик тата Улита. Çак кун хирте ӗçлеме юрамасть. Çăка çулçисем саралма пуçланă — çуллахи çанталăк вăрахчен тăрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев