Халăх календарӗ
Авăн уйăхӗн 23-мӗшӗ — Петрпа Павел. Пилеш тухăçне сăнамалла: нумай-тăк хӗлле сивӗ пулать.
•Авăн уйăхӗн 24-мӗшӗ — Федора. Йӗпе-сапа пуçланать. Тымар çимӗçсене кăларса пӗтермелле. Купăста йӳçӗтме пуçламалла. Кӗрхи тырă лайăх шăтнă-тăк, килес çул тухăç аван пулать.
•Авăн уйăхӗн 25-мӗшӗ — Артамон, çӗлен кунӗ. Вăрманта асăрхануллă пулмалла, çӗленсем хирсенчен вăрмана хӗл каçма куçаççӗ.
•Авăн уйăхӗн 26-мӗшӗ — Корнилий. Çак кунран пахчара пӗр тымар çимӗç те юлмалла мар.
•Авăн уйăхӗн 27-мӗшӗ — Воздвижени. Хӗресе çӗклесе кăтартнă кун. Вӗçен кайăксем ăшă енне вӗçсе каяççӗ. Кăшлакан сăтăрçă чӗрчунсенчен хăтăлмалли чи лайăх кун. Хурсен вӗçевне сăнамалла: аялтан вӗçеççӗ-тӗк çуркунне шыв сахал пулать, çӳлтен-тӗк шыв вăйлă каясса кӗтмелле.
•Авăн уйăхӗн 28-мӗшӗ — Никита гусятник. Хуркайăксем йышлăн ăшă енне вӗçсе каяççӗ. Çак кунччен те шăнкăрчсем вӗçсе кайман пулсан кӗркунне ăшă пулать. Килти хур-кăвакал сăмсине çунат айне пытарсан хӗл сивӗ пуласса кӗтмелле. Хăрах уран тăраççӗ пулсан сивӗсем инçе мар. Шыв çийӗн ташлаççӗ-тӗк, кӗркунне ăшă та типӗ пулать.
•Авăн уйăхӗн 29-мӗшӗ — Ефимия, Людмила. Çак кун типӗ те ăшă-тăк, хӗл час пуçланмасть-ха.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев