Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Елена Александровна МУТИНĂНА тата Галина Александровна КОЛПАКОВĂНА çуралнă кунӗсемпе саламлатпăр!

Хаклă çыннăмăрсене, Çӗпрел районӗнчи Хулаçырминче çуралнă тăванăмăрсене, çак ялтах пурăнакан, сентябрӗн 6-мӗшӗнче çуралнă Елена Александровна МУТИНĂНА тата Чăваш Çӗпрел ялӗнче пурăнакан, сентябрӗн 8-мӗшӗнче çуралнă Галина Александровна КОЛПАКОВĂНА çуралнă кунӗсемпе саламлатпăр!

Сире çирӗп сывлăх, пурнăçра тулли телей, çемьере юратупа килӗшӳ, вăрăм ӗмӗр сунатпăр. Эсир пурришӗн эпир чунтан савăнатпăр, сирӗнпе мăнаçланатпăр. Мăшăрăрсем сире юратчăр, ачăрсемпе мăнукăрсем хисеплетчӗр, чир-чӗр айккипе ирттӗр, пурнăçра йăлт хăвăра кирлӗ пек пулса пытăр. Мӗн ӗмӗтленни пурнăçлантăр. 

Чун-чӗререн юратса, 

Хисеп туса, савăнса

Саламлас килет сире, 

Сунас килет ыррине.

Пултăр пурнăç пыл та çу,

Хуйхă ирттӗр айккипе.

Пурăнăр нумай çулсем

Тус-тăванпа савăнса! 

Трифоновсен, Мокшинсен, Бердниковсен çемйисем.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев