Йăмăкăм 85 тултарчӗ
Августăн 6-мӗшӗнче манăн йăмăк Нина Александровна Илюкова 85 çул тултачӗ
Вăл Аксу районнне кӗрекен Кивӗ Аксу (халь райцентр) ялӗнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Пирӗн атте, Александр Данилович Атряскин, 1941 çулта вăрçăра пуç хунă. Анне, Вера Викторовна, пире, пилӗк ачине, пӗчченех ӳстернӗ. Çăмăл пулман. Выçăллă-тутăллă, нушаланса пурăннă пулин те анне пире вӗрентме тăрăшрӗ, ӗçе явăçтарчӗ. Эпир пурте аслă пӗлӳ илтӗмӗр.
Нина Аксу педучилищинчен вӗренсе тухнă хыççăн Узбекистана тухса кайрӗ, узбек ачисене шкулта вырăс чӗлхипе литературине вӗрентрӗ. Унта икӗ çул ӗçленӗ хыççăн комсомол путевкипе Красноярск хулине ӗçлеме кайрӗ. Унта вăл темиçе çул хушши стройкăра каменщик, маляр, плиточник пулса ӗçлерӗ. Мӗнле лайăх пулсан та çуралнă çӗршыв, тăван кил пурпӗрех хăй патне туртать. Анне те Нинана таврăнма ыйтрӗ.
Çавна кура йăмăк Аксу районне таврăнчӗ те шкулта ӗçлеме пуçларӗ. Куçăн мар майпа института вӗренме кӗчӗ. Кăштахран Ереп ялӗн каччине Петр Илюкова качча тухрӗ. Мăшăрӗпе виçӗ ача çуратса ӳстерчӗç вӗсем.
1977 çулта Илюковсем çемйипех Анат Кама хулине пурăнма куçрӗç. Кунта Нина мӗн тивӗçлӗ канăва тухиччен шкулта ачасене вӗрентрӗ. Ачисем ӳссе çитсе аслă пӗлӳ илнӗ хыççăн пурте ӗçлеççӗ, çемьеллӗ. Шел, мăшăрӗ Петр çут тӗнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайрӗ. Халь Нина пӗччен тăрса юлчӗ. Пӗччен тени тӗрӗсех мар-ха ӗнтӗ. Ачисемпе мăнукӗсем пăрахмаççӗ ăна, кӗçӗн мăнукӗ те пур. Аслă хӗрӗ Лида физкультура институтне пӗтернӗренпе санаторире тренер пулса ӗçлет. Ывăлӗ Олег – афганец, çартан таврăнсан Хусан университечӗн юридици факультетне хӗрлӗ дипломпа пӗтерчӗ. Анат Кама хулинче адвокат пулса ӗçлет. Кӗçӗнни Эдуард та аслă пӗлӳллӗ, заводра инженерта тăрăшать.
Нинан ачисем пурте хăй пекех пултаруллă, ӗçчен те хастар. Вӗсен çитӗнӗвӗсем амăшне йăпанса пурăнма вăй-хал параççӗ. Йăмăка малалла та нумай çул хавхаланса пурăнма сунас килет.
Наталья ЗОТЕЕВА.
Анат Кама хули.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Комментарии
0
0
Нина Александровна, сире пысӑк паллӑ кунпа САЛАМЛАТПӐР, малашне те сывлӑхлӑ пурнӑҫпа, ҫывӑх тӑванӑрсен тӗревне туйса пурӑнма сӗнетпӗр. Владимир Левуков
0
0