Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Çывăх çынсемпе хутшăнусем лайăх, пӗр-пӗрне шанатпăр

Хамăрта вăй-хал тапса тăнине туятпăр. Çавăнпах пулӗ çынпа хутшăнма та çăмăл пире. Ӗçлӗ калаçусене, тӗлпулусене эрне пуçламăшӗнче ирттерни питӗ ăнăçлă пулать. Эпир халь илӗртӳллӗ, шӳтсем çивӗч, ыррине шанатпăр. Акă мӗншӗн пирӗн тавра çынсем пухăнаççӗ.

ТАКА 21.III – 20.IV 

Ку эрнере самай хумханма, пăшăрханма тивет. Çывăх çыннăр умӗнче хăвăра айăплăн туйнипе çапла-ши? Юнашар ларса чуна уçса калаçни хутшăнăва лайăхлатӗ. Енчен те ӗçӗрте йăнăшрăр-тăк, яваплăхран тарма хăтланни тӗрӗс мар. Йăнăшăра йышăнса  кăлтăка пӗтерме ансатрах пулӗ.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V 

Эрнен пӗрремӗш çурри ăнăçлăн иртет – ума лартнă задачăсене вăхăтра пурнăçлатăр, ертӳçӗ сире ырлать. Кӗçнерникунтан финанс ыйтăвӗсем çивӗч тăрӗç, тăкаксем пуласса систереççӗ çăлтăрсем. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI 

Халиччен ӗмӗтленме хăяйманнисене çак кунсенче çăмăллăнах пурнăçа кӗртетӗр. Ура хума хăтланакан вак-тӗвексем те пулаççех, анчах вӗсем сире, тӗллевӗрпе хавхаланса кайнăскере, тытса чараймӗç.

РАК 22.VI – 22.VII 

Укçа-тенкӗпе пурлăх енчен тăнăç вăхăт халь – тăкаксем пуласси курăнмасть, тупăшӗ енчӗкӗре кӗрсех тăрать. Карьерăра та ӳсӗм пур. Ку эрнере пӗр шиксӗр харсăрлăх кăтартма пултаратăр. Ачасене ытларах тимлӗх уйăрмалла.

АРĂСЛАН 2.VII – 22.VIII 

Çӗнӗ ӗçе пуçăнма та, ыйтусене татса пама та ăнăçлă вăхăт халь. Кăмăллă çынсемпе паллашас шанăç пур (ӳлӗм вӗсем сире пуçланă ӗçсене вӗçлеме те пулăшӗç). Суту-илӳ  те çак кунсенче ăнăçлă пырать. 

ХӖР 23.VIII – 22.IX 

Йывăр кунсем. Шăпа сирӗн çирӗплӗхе тӗрӗслет тейӗн. Çак кунсенче кăмăлăра хытарăр, ку сире питӗ кăткăс ыйтусене татса панă чух та пулăшать. Ӗçлӗ тӗлпулусем суяна пула ăнăçлăн иртмеççӗ. Ку эрнере пӗтӗм ӗç чарăнса ларнăн туйăнать, уйрăмах финанс ыйтăвӗсем çивӗч.

ТАРАСА 23.IX – 23.X 

Куçман пурлăх туянни, укçа-тенке инвестици пек вырнаçтарни ăнăçлă пулать. Çывăх çыннăрсемпе хутшăнусем лайăх, çитӗнӗвӗрсене пӗрле паллă туса канни вăй хушать.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Тимлӗхӗре ан çухатăр, сирӗн тавра каварçăсем явăнаççӗ. Кирлӗ мар тавлашусене хутшăнсан сирӗн çинчен элек сарăлӗ. Ӗçне пурнăçлаймастăр-тăк сăмах пама кирлӗ мар. Халь пушă вăхăтăра çемйӗрпе ирттерни сирӗншӗн питӗ усăллă.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII 

Çак кунсенче пурнăç хавалӗ питӗ вăйлă. Çавăнпа нимӗнле усал та сире сиен кӳреймӗ. Сирӗн пата  кăмăллă çынсем туртăнаççӗ. Алăра ӗç вӗресе тăрать, укçа-тенкӗпе те лару-тăру савăнтарать. Çак кунсенче сирӗн преми илес шанăç  пур.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Хăвăра хăвăр хирӗçленине айккинчен курнă çын ăнланмӗ. Мӗн кирлӗ ку çынна? Кăмăлăра хытарăр та «хӗвел айӗнче хăвăр валли вырăн тасатма» тытăнăр. Çемйӗрте çывăх çыннăрсене кам хуçа пулнине аса илтермелле. 

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II 

Япала туянма ăнăçлă ку эрне. Косметика препарачӗсене илнӗ чух укçа-тенке ан перекетлӗр. Салона, кафене, театра кайнине çăлтăрсем ырлаççӗ, анчах ытлашши тăкакланма хушмаççӗ.  

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Ӗçре должноçра ӳстереççӗ, финанссем кӗресси пирки те паллă. Ку эрне малашлăха планлама ăнăçлă. Пурнăçа-и, ӗçе-и, хутшăнусене-и – пӗр хăвăр çеç пӗлетӗр. Эсир йӗркеллӗ çын пулни, ӗçре маттурри ӗçтешӗрсен кăмăлне çавăрать.

«Шедеврум» нейросетьпе усă курса тунă сăнӳкерчӗк.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп