Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Сирӗн шухăшăрсене ыттисем те хапăл туса йышăнӗç

Эрнелӗх гороскоп 31.01 – 06.02

ТАКА 21.III – 20.IV
Ăнăçлă эрне, çăмăллăнах кăткăс та кирлӗ ӗçсене пурнăçлама  пултаратăр, вӗçлейменнине пӗтеретӗр. Сирӗн идейăсене ыттисем те хапăл туса йышăнӗç, конкурентсенчен иртме пулӗ. Юратура туйăмсем чечекре. Пӗчченнисем тăван чунлă çынна тӗл пулаççӗ. Канмаллисем те савăнăçлă иртӗç.  

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Малӗмӗтлӗ плана пурнăçлама май пулӗ. Анчах ӗçре асăрханăр, тахçанхи хирӗçтăру çӗнӗрен вăй илме пултарать. Сире витӗмлӗ те авторитетлă çынсем тӗрев парӗç. Юратура çӗнни илӗртӗ. Тӗлпулу мӗн тери ăссăртарах та хӗрӳрех, çав таранччен вăл сире килӗшӗ. Савнипе е мăшăрпа пӗрле канма кайма май тупăнӗ.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Ку эрнере пуянлăхшăн çунатăр. Экзотикăлла деликатессене тутанатăр, хăвăрăн сăн-сăпата хитрелететӗр. Ӗçри плансем те амбицилле пулӗç, ӗç укçине ӳстерме ыйтма пултаратăр. Юратура та çӗннине кӗтетӗр. Чун савнине Ту качакисемпе Скорпионсен  хушшинче шырăр.

РАК 22.VI – 22.VII
Килпе, çемьепе çыхăннă ӗçсем ăнаççӗ. Ӗçри ыйтăва татса парса тахçан ӗмӗтленнӗ хаклă япалана туянма пултаратăр. Пур çӗрте те шăпа яракан паллăна асăрхатăр. Кӳрентерекене каçарăр, элеке ан шанăр. Юратура чун савни ыйтнине тивӗçтерме тăрăшăр. Авланса качча кайманнисене ăçта тата кампа тӗл пулмаллине татса пама тивӗ. Кӗвӗçме сăлтав ан парăр.

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Çăлтăрсем эрне ăнăçлă пуласса тата пулăшса пырасса шантараççӗ. Профессипе çыхăннă ӗçсем хăвăрт пурнăçланӗç, интереслӗ сӗнӳ тăвакан пулӗ. Пысăк конференцире е ӗçлӗ тӗлпулура курăмлă çитӗнӳ тăватăр. Юратура савнирен е мăшăртан нумай ыйтма тытăнатăр. Пӗчченнисен савни тупас шанăç пысăк.

ХӖР 24.VIII – 23. IX
Тахçанхи вăрттăн ӗмӗте пурнăçлама май пулӗ, çын сăмахӗ пӗрре те чăрмантармӗ. Юратура ăнать, элеке ан шанăр. Ăна сире сăтăр тăвас текенсем юри вăрçăнтарас тӗллевпе кăлараççӗ. Сире кану кирлӗ. Массажа е йогăна çӳреймесен килте спа-процедурăсем тăвăр, сăмахран, мунчана кайса.  

ТАРАСА 24.IX – 23.X
 Эрнене çирӗп йышăнуран пуçласа пурне те тӗлӗнтеретӗр. Улшăнусен вăхăчӗ. Кирлӗ мар телефон номерӗсене кăларса ывăтăр. Венерăпа Марс çӗнӗ çитӗнӳ тума пулăшӗç, çав шутра юратура та. Мăшăрлисем романтикăлла çулçӳреве кайма шутлӗç. Пӗчченнисене те интереслӗ тӗлпулу кӗтет.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI
  Ку эрне хӗвӗшӳпе иртсе кайӗ, çавăнпа çемьерисене килти ӗçпе кăна пулма ан шантарăр. Мӗнпур проблемăна манса çӗнӗ çынсемпе паллашас, пурнăçа улăштарас килӗ. Канмаллисенче интереслӗ çула тухма пултаратăр. Юлташсене пулăшма тивӗ, уйрăмах юрату енӗпе канаш парса. Хăвăрăн савни çинчен те ан манăр, вăл кӗвӗçме пултарӗ.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
 Эсир пӗтӗмлетӳсем тума шутлатăр: маларах тунă йăнăшсем çинче вӗренетӗр, çитӗнӳсене аса илетӗр, малашнене план туса çывăх вăхăта тӗллевсем лартатăр. Унтан канма шутласа мӗнре те пулин киленӳ шырама пуçлатăр. Юратура ăнса пырӗ, мăшăра кӗвӗçни çеç чуна пăлхантарӗ, конкуренцие чăтма пултарайманнине уççăн пӗлтерӗр.  
 ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
  Сюрпризсем нумай пулӗç. Хăюллăн малалла ӗçлӗр, ку хăвăршăн хаклă çынсен тимлӗхне кӗме пулăшӗ. Конкурентсен сире ăмсанмалли çеç юлӗ. Ӗçре амбицилле плансене пурнăçлама пулӗ, ӗç укçине ӳстересси пирки пуçлăхпа калаçăр. Вăтанмасан юратура та ăнса пырӗ. Юлашки вăхăтра хăвăрпа пӗрмай тавлашнă çынпа килӗштерме пулӗ.  

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Сирӗн тавра интереслӗ япаласем пулса иртӗç: хăш-пӗри вăрттăнлăхне уçса парӗ, тепри юрату ӗçӗнче канаш ыйтӗ, тӗрлӗ хутшăнусенче вăрттăн пулăшма тивӗ. Анчах хăвăр ӗçсем çинчен манса ан кайăр. Пӗчченнисен халиччен çывăхне те пыма вăтаннă çынпа паллашма май пулӗ. Тӗлпулу пысăк юратăва куçма пултарать.

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
    Пăшăрханусем пулмӗç. Хăвăра лăпкă туятăр, ырана шанса пăхатăр. Пӗчченнисене савни тупма йывăр пулмӗ, ăна Такасен е Ухăçăсен хушшинче шырăр. Ӗçре те пысăк çитӗнӳ тăватăр. Хăй йăнăшне ăнланса илнӗ тусăра каçарма пӗлӗр. Канмаллисенче тӗрлӗ мероприятисене çӳрӗр, спортпа туслашсан та аван пулӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев