Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Паян интернетри чи паллă чăваш çуралнă

Халăх пуласлăхӗ çинчен шухăшлакансем питӗ нумай. Мӗнле кăна çул-йӗр палăртмаççӗ, ăслайсем шутласа кăлармаççӗ. Анчах та ӗçне тăвакансем питӗ сахал. Çак сахал çынсен шутне Чăваш Республикинчи Шупашкар районӗнчи Лапсар каччине те кӗртмелле пулӗ. Чулхулари пӗр хаçатра програмист пулса ӗçленӗ чухнех вăл Интернета чăваш чӗлхипе тултарма, чăвашсем валли уйрăм сайт йӗркелеме тӗллев...

Халăх пуласлăхӗ çинчен шухăшлакансем питӗ нумай. Мӗнле кăна çул-йӗр палăртмаççӗ, ăслайсем шутласа кăлармаççӗ. Анчах та ӗçне тăвакансем питӗ сахал. Çак сахал çынсен шутне Чăваш Республикинчи Шупашкар районӗнчи Лапсар каччине те кӗртмелле пулӗ. Чулхулари пӗр хаçатра програмист пулса ӗçленӗ чухнех вăл Интернета чăваш чӗлхипе тултарма, чăвашсем валли уйрăм сайт йӗркелеме тӗллев лартнă. Çапла пӗчӗккӗн тӗтелте чăвашла калавсем, сăвăсем, повеçсемпе романсем палăрма пуçлаççӗ. Чăвашла калаçу йӗркеленет, тавлашу хускалать. Чăваш шухăшӗ Интернетри ирӗке тухать. Çакăншăн эпир Чăваш Республикин Правительствине мар, ЧР Патшалăх Канашне мар, Вӗрентӳ институтне мар, Гуманитари ăслăлăх институтне мар, уйрăм çынна тав тумалла - Николай Плотникова. Ку вышкайсăр пысăк ӗçе истори хак паратех тесе шутлатпăр. Чăваш чӗлхи пурăнтăр тесе çак çын чылай вӗрентекенрен нумай тăрăшать.
Ку чăнах та çавăн пек. «Чăваш халăх сайчӗ» паянхи кун та чи йышлă вулакан пухакан сайт пулса тăрать. Ун кăтартăвне чăвашла çыракан нихăш патшалăх хыпар хатӗрӗн сайчӗ те çитеймест. Çавăнпа, çуралнă кунпа саламланă май, Николая хисеплесе пуç таятпăр, вӗрентнӗшӗн тав тăватпăр. Ăнăçупа телей сунатпăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев