Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

1 тонна хут хатӗрлеме 17 йывăç касмалла

Паян, октябрӗн 25-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери хутсăр кун.

Паян, октябрӗн 25-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери хутсăр кун пулнине пӗлтерет ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин пресс-служби. Тӗлӗнмелле факт: офисра çулталăк усă куракан хута хатӗрлемешкӗн 700 миллион йывăçа касмалла иккен. Шăпах çавăн чухлӗ йывăç кирлӗ паха хут хатӗрлемешкӗн. Пӗр офис сотрудникӗ хăй кăна çулталăкне 160 килограмм хута çӳп-çапа кăларать, мӗншӗн тесен вăл усă курнă хутăн 45 проценчӗ пӗр талăкранах кирлӗ мара тухать. Шăпах çутçанталăка упрас, халăха хутпа перекетлӗ усă курма вӗрентес тӗллевпе тӗнчере «Хутсăр пӗр кун» ирттереççӗ. Ун йӗркелӳçисем халăха килте, ӗçре пӗр кун хутпа усă курма чарăнма ыйтаççӗ.

Танлаштарма: Пӗр тонна хут хатӗрлеме 17 йывăç, 26000 литр шыв, 4000 кВт электороэнерги тата 240 литр топливо кирлӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: экология