Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

11-мӗш классем историн çӗнӗ учебникӗпе вӗренме пуçлӗç

Сентябрӗн 1-мӗшӗнчен 11-мӗш класра вӗренекен 650 пин ача историе çӗнӗ учебник тăрăх вӗренме пуçлать. РФ çутӗç министрӗ Сергей Кравцов пӗлтернӗ тăрăх, хальхи саманари историн çӗнӗ кăларăмӗ ăнăçлă апробаци иртнӗ, ăна федераллă перечене кӗртнӗ. Çакăн пирки вăл РФ Президенчӗ Владимир Путин Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура каланă.

С.Кравцов сăмахӗсемпе, çӗнӗ вӗренӳ кӗнекин хакӗ унчченхи вариантран 20 процент йӳнӗрех. Ку кăларăмра Крымпа Севастополь Раççейпе пӗрлешни, ятарлă çар операцийӗ пуçланнин сăлтавӗсем, вăл мӗнлерех пыни, Раççей йышне çӗнӗ регионсем кӗнин деталӗсем пирки йăлтах çырса кăтартнă. Кунсăр пуçне учебникра ятарлă çар операцине хутшăнакан Тăван çӗршывăн çӗнӗ паттăрӗсем çинчен те каласа панă.  

Çӗнӗ вӗренӳ кӗнекин авторӗсем Раççей Президенчӗн пулăшуçи Владимир Мединский тата Мускаври Халăхсен хушшинчи хутшăнусен патшалăх институчӗн (МГИМО) ректорӗ Анатолий Торкунов.

Кӗнекере 1945 çултан пуçласа XXI ӗмӗрӗн пуçламăшӗчченхи тапхăра çутатнă. Украинăри конфликт пирки кăларăмăн юлашки сыпăкӗнче – «Раççей паян. Ятарлă çар операцийӗ» ят панăскерте – çырнă.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев