Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

16 ҫулхи ҫамрӑка пульӑсем кӑна чарнӑ

2 полицейски хураха йӗрлеме тытӑннӑ. Ӑна вӗсем Октябрьски урамӗнче хӑваласа ҫитнӗ. Анчах преступник парӑнасшӑн пулман, полицейскисене ҫӗҫӗпе хирӗҫ тӑнӑ.

Ҫак кунччен кӑҫатӑсемпе, ҫатмасемпе тата тӑнӑҫлӑхпа уйрӑлса тӑнӑ Кукморта ҫӗрккӗ пӗр 16 ҫулти ҫамрӑк полиции уйрӑмне тапӑннӑ. Вӑл Шалти ӗҫсен уйрӑмӗн машинисем ҫине икӗ Молотов коктейлӗ ывӑтнӑ. Тухнӑ пушара пӑхмасӑрах отделри 2 полицейски хураха йӗрлеме тытӑннӑ. Ӑна вӗсем Октябрьски урамӗнче хӑваласа ҫитнӗ. Анчах преступник парӑнасшӑн пулман, полицейскисене ҫӗҫӗпе хирӗҫ тӑнӑ. Пӗрне суранлатма та пултарнӑ. Тепӗр йӗрке хуралҫин хурах парӑнманнине кура, пистолетпа пеме тивнӗ.

Кун пек резонанслӑ преступлени хыҫҫӑн Кукмора ТР прокурорӗ Нафиков, ШӖМ  пуҫлӑхӗ Хохорин, ытти яваплӑ пуҫлӑхсем килсе ҫитнӗ.
Мӗн пулнӑ ҫамрӑка? Кам хӗтӗртнӗ ӑна ҫакӑн пек (асӑрханса калатпӑр) теракт тума?
Вӑл иккен ҫемйипе Пушкӑртстанри Нефтекамскран куҫса килнӗ. 9 клас пӗтернӗ хыҫҫӑн ниҫта та вӗренме кайман. "Манӑн урӑх плансем", – тесе хуравланӑ. Ҫамрӑкӑн тӑван мар ашшӗ мӑсӑльмансем валли ятарлӑ кафе тытса тӑнӑ. Унӑн маларах йӗрке хуралҫисемпе айӑпланакан пек тӗл пулма тивнӗ теҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра следстви пырать.
Начар хыпар Мускава та ҫитнӗ. Путинӑн пресс-секретарӗ Песков ҫак пулӑма Францири преступленисемпе ҫыхӑнтармалла мар тенӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев