Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

2023 çулта 78 яла интернет кӗрет

Пӗлтӗр Тутарстанăн 38 пӗчӗк ялне пуçласа пӗрремӗш хут 4G мобильлӗ çыхăнупа тивӗçтернӗ. Ку ӗç «Цифра экономики» наци проекчӗн «Яллă вырăнсенче цифровизаци танмарлăхне пӗтересси» федераллă программăпа килӗшӳллӗн пурнăçланать. Кăçал 100-500 çын пурăнакан тепӗр 78 яла пысăк хăвăртлăхлă интернетпа тивӗçтерессине пӗлтерет ТР Цифра министерстви.

Цифровизаци çулталăкӗнче çаплах харпăр çурт-йӗр хуçисене пурăнмалли  коммуналлă комплекспа тата пӗчӗк бизнеспа çыхăнтаракан «Локоло» цифра сервисне те хута янă. Унччен нумай хваттерлӗ çуртсенче пурăнакансен пӗрлехи пуху ирттерессипе  йывăрлăхсем пулнă-тăк, халӗ картише хăтлăх кӗртес ыйтусене çак мобильлӗ приложенирех сасăлама та, кӳршӗсене тупма та пултараççӗ. Çакнашкал пирвайхи пухусем Хусанта иртнӗ те ӗнтӗ. Кăçал приложенире Хула аталанăвӗн институчӗ хутшăннипе харпăрлăхçăсемпе «Пирӗн картиш» программăпа çыхăннă мӗнпур пухăва ирттерме палăртаççӗ.
«Пӗчӗк тата вăтам предпринимательство» наци проекчӗпе аталанакан пӗлтерӗшлӗ тепӗр «Манăн субсидисем» электронлă платформа вара 59 тӗрлӗ патшалăх пулăшăвӗпе çыхăннă каталогран тăрать. Ун урлă панă заявкăсенчен 120 пинне, пӗтӗмпе  5 миллиард тенкӗлӗх, пăхса тухнă та ӗнтӗ.
Цифра вӗрентӗвӗпе çыхăннă тепӗр программа пекки урăх регионсенче хальлӗхе çук-ха, республикăри учительсен ноутбукӗсене çӗнетет вăл. Сăмах май, хальхи вăхăтра 12 пин  вӗрентекен ӗçре цифра технологийӗсемпе усă курать. Кăçал шкулсене тата 24 пин ноутбук пама хатӗрленеççӗ. 
«Производительность труда» наци проекчӗпе ялсенчи почта уйрăмӗсене юсаса çӗнетес ӗç малалла тăсăлӗ. Хальхи вăхăтра ку программăна 24 районти 46 почта уйрăмӗ кӗнӗ, кăçал вӗсен йышне тата 100 почта уйрăмӗ хушăнӗ. Аса илтеретпӗр, Президент Владимир Путин хушăвӗпе наци проекчӗсем Раççейре 2019 çултанпа пурнăçа кӗреççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество