Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

2024 çулта та Тутарстанра çӗнӗ шкулсемпе садиксем уçăлӗç

Тутарстанра çитес çул та çӗнӗ вӗрентӳ учрежденийӗсем тăвӗç. Хальлӗхе объектсен тулли списокӗ çук-ха, сӳтсе явас ӗçсем пыраççӗ. Кун пирки ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин пресс-конференцире каланă.

Çапах та хăш-пӗр шкулсене ăçта тăвасси паллă. Тӗслӗхрен, Лайăш районӗнчи Сокуры тата Усады ялӗсенче 1224 ача вӗренмелӗх, Çӳлту районӗнчи Чернышевкăра, Хусанти «Горки» микрорайонӗнче çӗнӗ шуклсем, Куюкинчи шкул çумне пристрой тума палăртнă. Çавăн пекех Хусанти «Весна» пурăнмалли комплексра та пысăк шкул тăвӗç.


Çӗнӗ ача сачӗсем Çӳлту районӗнчи Шигали ялӗнче, Ешӗлвар районӗнчи Васильево поселокӗнче, Лайăш районӗнчи Сокуры тата Аслă Кабан ялӗсенче, Пӗтреç районӗнчи Царевăра, Куюкинчи «Яшьлек», Хусанти «Салават купере» пурăнмалли комплекссенче çӗкленӗç. 


Çавăн пекех 2024 çулта вӗрентӳ учрежденийӗсенче юсав ирттерес ӗçсем пирки те манмӗç. Кун валли 2,7 миллиард ытла тенкӗ укçа уйăрма палăртнă. 
Кăçал вара Тутарстанра 9,6 пин вырăнлăх пурӗ 11 шкул туса хута янă.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев