Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

5 пин тенкӗшӗн тӗрмене

Октябрӗн 5-мӗшӗнче çӗрле Куйбышев чугун çулӗн Пӗкӗлме станцийӗнчи реле шкапне вут чӗртнӗ 20, 21 тата 16 çулти виçӗ çамрăкăн хăйсен хăтланăвӗ çинчен шухăшламалăх вăхăт ытлашшипех халӗ, вӗсене «Терроризм» статьяпа айăпласа çитес 20 çула тӗрмене хупма пултараççӗ.

Виççӗшӗ те ку хула çыннисемех. Допросра хăйсем каласа панă тăрăх, реле шкапӗсене вут чӗртме «Телеграм» каналти пӗр çын хушнă иккен, кашни шкапшăн 15 пиншер тенкӗ тӳлеме шантарнă. Анчах сăтăрçăсем «гонорара» илсе ӗлкӗреймен, вӗсене преступлени тунă хыççăн темиçе сехетренех тытса чарнă тесе пӗлтерет tatarstan24.tv

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество