Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АЧАСЕМ ВАЛЛИ – ФОЛЬКЛОР УЯВӖ

Июнӗн 1-мӗшӗ çуллан пуçламăшӗ çеç мар, çак кун тата çулсерен Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна паллă тăватпăр. Хуласемпе районсен центрӗсенче кăна мар, ялсенче те анлăн уявлаççӗ çак праçнике.

Пӗкӗлме районӗнчи Наратлăра та июнӗн 1-мӗшӗнче ялти библиотекăпа Культура çурчӗн ӗçченӗсем тăрăшнипе ачасем валли «Чăваш халăх вăййисем» фольклор уявӗ иртрӗ. 

Уява ертсе пыракансем шăпăрлансене асатте-асаннесем вылянă вăйăсем çинчен каласа пачӗç. Унтан ачасем тупмалли юмахсен тупсăмне шырарӗç, ваттисен сăмахӗсемпе хăвăрт каламалли юмахсене аса илчӗç. «Тухатмăшла», «Юханшывсем», «Ят пӗлмелле» вăйăсене вылярӗç. Кашни вăййа ертсе пыракана чăвашла шутлав сăвви каласа суйларӗç. 

Мероприяти питӗ хаваслă иртрӗ. Юлашкинчен пурте тутлă мороженăйпа сăйланчӗç. 

Татьяна ДМИТРИЕВА,

Наратлă ялӗн библиотекарӗ. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев