Çӗнӗ хыпарсем

Ачасене юратмасăр педиатр пулма юрамасть

Шкулта вӗреннӗ чухнех пурнăçне медицинăпа çыхăнтарма шутланă Анастасия Матросова. Паян вăл – Чистайри тӗп больницăн ача-пăча поликлиникин çамрăк педиатрӗ. Унăн ӗçӗнче савăнăç валли те, иккӗленӳ валли те вырăн пур, анчах пӗри улшăнмасть: ачасене юратни тата вӗсене сывă курас килни.

Анастасия Матросова педиатр из Чистополя

Анастасия Чистайра çуралса ӳснӗ. 9-мӗш класс хыççăн хулари медицина училищине  вӗренме кӗнӗ, каярах медицина сестри пулса ӗçленӗ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнчи медицина факультетне пӗтернӗ хыççăн врач-педиатрта ӗçлеме вырнаçнă.

 «Професси пӗлӗвӗ вăл – никӗс кăна. Педиатр ӗçӗнче ачасене юратни, чăтăмлăх, çынсемпе хутшăнма пӗлни тата вак-тӗвексене тимлӗх уйăрни пӗлтерӗшлӗ», – палăртать çамрăк тухтăр.

Ӗçри йывăрлăхсем çинчен

Ӗçре тӗл пулакан тӗп йывăрлăхсем çинчен ыйтсан тухтăр яваплăха, документсемпе ӗçлессине тата ашшӗ-амăшӗн шанăçне çӗнсе илессине палăртать. Ара, ача хăйне мӗн пăшăрхантарнине яланах калаймасть-çке.

«Диагноз пирки иккӗленетӗп пулсан, заведующирен е опытлăрах ӗçтешрен канаш ыйтма нихăçан та вăтанмастăп. Аслă юлташпа канашлани маншăн   намăс мар, тӗрӗс япала тесе шутлатăп. Кун пек чухне пациента сиен кӳме намăс», –  шутлать Анастасия Ивановна.

Пушă вăхăтра çамрăк хӗрача  кӗнекесем вулать, çутçанталăк илемӗпе киленме юратать, хальхи сиплев меслечӗсене пӗлсе тăрас тесе медицина литературине тишкерет.

Ӗçшӗн Награда

 «Чи пысăк награда  – тепӗр хут тухтăр патне килсен  ача кулни. Ачасене юратмасăр педиатр пулма юрамасть. Сиен кӳменни, ача сывă ӳстӗр тесе мӗн кирлине пурне те туни пӗлтерӗшлӗ», – шутлать Анастасия Матросова.

Тутарстанра çамрăк специалистсене пулăшассине пысăк тимлӗх уйăраççӗ. Аса илтеретпӗр, республикăра «Продолжительная и активная жизнь» наци проекчӗ шайӗнче «Медицинские кадры»  программа ӗçлет, вăл çамрăк тухтăрсене сывлăх сыхлав тытăмне явăçтарма пулăшать.  


медицина #нацпроект медицинские работники молодые специалисты Продолжительная и активная жизнь

Нет комментариев