Ача сачӗсенче черет пулмалла мар
Федераллӑ программӑсемпе наци проекчӗсем пысӑк пулӑшу кӳреҫҫӗ
2019 ҫулта Тутарстанри ача сачӗсенче виҫҫӗ тултарман 3,2 пин ачалӑх ясли вырӑнӗсем йӗркелӗҫ.
"Демографи" нацпроектӑн «Содействие занятости – создание условий дошкольного образования для детей в возрасте до трех лет» программи тӑрӑх, кӑҫал 30 ача садне ӗҫе кӗртмелле тата 4 ӗҫлекен учрежденире ушкӑнсен профилӗсене урӑхлатмалла.
Ҫӗнӗ ача сачӗсем тума 2018-2019 ҫулсенче Тутарстанра 5,5 млрд тенкӗ уйӑрнӑ. Вӗсенчен 1 млрд – федераллӑ укҫасем, 4,5 млрд тенкӗ – республика укҫи.
Ясли ушкӑнӗсемлӗ ача сачӗсем тӑвас программӑна 2020-2021 ҫулсенче те тӑсӗҫ. Ҫитес ҫулсенче тата 9 пин ача вырӑнӗ йӗркелемелле патшалӑх.
ТР вӗрентӳпе наука министрӗн Рафис Бургановӑн сӑмахӗсемпе 2018-2021 ҫулсенче республикӑри ача сачӗсенче 15 пин ытла ача валли вырӑн йӗркелеҫҫӗ. 2022 ҫулта 1,5-3 ҫулти ачасемшӗн садиксенче 100 проценчӗпех вырӑн туса парасшӑн пуҫлӑхсем. Черет пулмалла мар.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев