Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ăçта ан пăх – йӗри-тавра субботник пырать

Тутарстанăн экологи министрӗ Александр Шадриков апрелӗн 1-мӗшӗнчен республикăра экологиллӗ икӗуйăхăлăх пуçланасси пирки пӗлтернӗ хыççăнах шӗкӗр хулара та, районсенче те çынсем (хальлӗхе бюджет тытăмӗнче ӗçлекенсем çеç-ха) тавралăха тирпей кӗртме тытăнчӗç

Пӗчӗк ялсем те экологи акцийӗнчен юлмаççӗ. Акă, тӗслӗхрен, Аксу районӗнчи Çӗнӗ Тимушкелӗнчи Культура çурчӗн ӗçченӗсем (сăнӳкерчӗкре) автобус чарăнăвӗ таранччен тасатса-тирпейлесе тухнă. 
Патшалăх учрежденийӗсенче тăрăшакансем ытти çынсене те хавхалантарасса шанас килет. Хусанта пурăнакансем апрелӗн 19-мӗшӗнче Лядской сада тирпейлеме килме пултараççӗ, апрелӗн 22-мӗшӗнче Горки-Ометьево вăрманне, Çӗнтерӳ паркне, Комсомольское кӳлӗ тавралăхне илем кӳме. Апрелӗн 29-мӗшӗнче Русско-Немецкая Швейцария, Салават Купере пурнан комплекс, Тинчурин ячӗллӗ парк, «Фестивальный» бульварӗ, Урицкий ячӗллӗ парк, «Казан» çемье центрӗ хăйсем патне чӗнеççӗ. Майăн 13-мӗшӗнче Казанка çыран хӗррине тирпейлеме палăртнă.   
Сăнӳкерчӗксем «Татар-Информ» сайтран тата Çӗнӗ Тимушкел Культура çурчӗн «ВКонтактери» страницинчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев