Акрельсем Кӑшарнине хатӗр
Çӗнӗ хыпарсем

Акрельсем Кӑшарнине хатӗр

Ҫырмари вакӑра ӗнтӗ миҫемӗш кун пӑр шӑнмасть

Кашни ҫул Ҫарӑмсан районӗнчи Акрель ялӗнче пурӑнакан пирӗн юлташсем моржеванипе аппаланаҫҫӗ. Пӗртӑван Кваковсен арӑмӗсем, ачисем, амӑшӗ те вакра шыва кӗреҫҫӗ. Пуринчен те ытларах пӑрлӑ шыва кӑмӑллаканни вара Михаил Кваков. 

Вӑл ир те, каҫ та хатӗр вакка чӑмма. Раштавра ял кӗперӗ патне сахал мар ҫын пуҫтарӑннӑччӗ. Юрла-юрла Кӑшарни репетицине тӑваҫҫӗ Акрельсем. Вӗсене сывлӑш температури те, шыв градусӗ те хӑратмасть. Кӑшарни каҫ шыва кӗрсе тасалнӑ хыҫҫӑн вак ҫывӑхӗнче шыва чӑмса сенӗкпе тытнӑ пулӑран шӳрпе пӗҫерме хатӗрленет ял-йыш. 


Нет комментариев