Альберт Разинăн типшарӗ
Тавлашура е хирӗçӳре хăй тӗрӗс пулнине урăх нимӗнле те ӗнентереймесен, чăваш ӗлӗк тăшманӗн хапхи çинче çакăннă е хăйне-хăй çунтарса янă. Çакна типшар тенӗ.
Ижевск парламенчӗ умӗнче удмурт ученăйӗ хăйне хăй çунтарса яни пирки ӗнер мӗн пур хыпар хатӗрӗ пӗлтерчӗ. Удмурт культурине тата чӗлхине упрас тесе тунă тет вăл çак типшара. Ăсчахăн хăйпе пӗрле плакат пулнă. Ун çине Расул Гамзатовăн сăввинчи «Если завтра мой язык исчезнет, то я готов сегодня умереть» йӗркесене çырса хунă пулнă.
Сентябрӗн 10-мӗшӗнче Ижевскра Патшалăх Канашӗн ларăвӗ иртмелле пулнă. Инкеке пула ăна сентябрӗн 26-мӗшне куçарнă.
Социолог Альберт Разин удмурт чӗлхин пропагандисчӗ пулнă. Вăл удмурт чӗлхине шкулсенче ачасене (ашшӗ-амăшӗн ирӗкӗпе мар) ятарласа вӗрентессишӗн кӗрешнӗ. Депутатсем патне уçă çырусем çырнă. Çак кӗрешӳре çӗнтереймесӗрех типшар тума шутланă пулӗ ученăй.
Хăйне-хăй вут тӗртнӗ хыççăн вăл пуçӗпех çулăм ăшӗнче юлсан та ура çинче тăма вăй çитернӗ. Авто водителӗсем огнетушительсемпе ăна сӳнтерме тытăнсан та ура çинчех тăнă 79-ти ватă - «Пурпӗр парăнмастăп!» - тенӗ пекех. Кайран тин тăнне çухатса йăваннă.
Ӳчӗ 90 процент ытла çуннăран ăна тухтăрсем çăлайман.
Çапла хăрушă япала. Удмурт чӗлхи питӗ хăвăрт пӗтме тытăнни паян вăрттăнлăх мар. Тăван чӗлхене хӳтӗлес тесе эпир нимӗн те тăваймастпăр тенине пӗлтерчӗ-ши унăн акцийӗ?
Пирӗнпе пӗрле хурланнине чăвашсен паллă общество ӗçченӗсем те пӗлтерчӗç.
Ультияр Цыпленков, Чăваш çамрăкӗсен «Сăвар» пӗрлешӗвӗн хисеплӗ элтеперӗ:
«Хăрушă тата шухăшлаттаракан пулăм. Ăнланма йывăр çакна. Никама та ун пек вилӗмпе пӗтме сунмастăп. Анчах та çак пулăм çине влаç енчен тӗрӗс реакци пулмасан, кун пек типшарсем урăх регионсенче те пулма пултарассинчен хăратăп.»
Микулай Лукьянов, Чăваш наци конгресӗн вице-президенчӗ:
«Вăл пире пурне те наци чысӗ мӗн пулнине кăтартрӗ. Вырăс мар халăхсене хӗсӗрлекен шовинистсемпе инперецсем çак чыса истори авăрӗн тӗпне ансарса ярса мантарасшăн. Тӳрӗ кăмăллă çын вара хăй чысне, хăйӗн çемйин чысне, нумай хӗн-хур тӳснӗ хăйне ӳстернӗ халăх чысне пуринчен мала хуракан ватă самурай пек хăтланчӗ. Наци идеалӗсемшӗн кӗрешсе, юлашки меслете суйласа илчӗ Удмуртин тава тивӗçлӗ ученăйӗ.»
Фотосем социаллă сетьесенчен
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев