Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Александр Шадриков журналистсемпе тӗлпулнă

ТР Президенчӗн хушăвӗпе 2022 çулхи пуш уйăхӗ тӗлне Тутарстанра çӗнӗ «Гидрокаскад» программăна хатӗрлесе çитермелле. Вăл пулăшнипе Атăлпа Кама каскадӗнчи кашни вырăнта шыв шайӗ тăнине сăнама май пулӗ. Çакăн çинчен журнсалистсене ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министрӗ Александр Шадриков пӗлтернӗ.

«Çак даннăйсем МЧС, Гидромет, муниципаллă йӗркеленӳсен ӗçӗ валли кирлӗ. Куйбышев шыв управӗнчи шыв шайне кунсерен «Гидрокаскад» система пулăшнипе тишкерӗç. Çак программа тивӗçтерӗвӗ шыв управӗн шайӗпе прогноз тума май парӗ», – тесе каланă экологи министрӗ.

Иртнӗ кӗркунне Тутарстанра Куйбышев шыв управӗнчи шыв питӗ вăйлă чакнăччӗ, анчах та министр сăмахӗсемпе лару-тăру япăх енне çаврăнман. Вăл палăртнă тăрăх, хӗл умӗн шыва чакарасси – яланхи процесс, Анчах та 2019 çулхи типӗ экспертсене нумая вӗрентнӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен, шыв чакнин проблеми – Каспий тинӗсӗнче шыв шайӗ 11 çул хушшинче 1 метра чакнинче, çавна кура шыв управӗсенче «тӗрев» çук та.

 

Декабрӗн 27-мӗшӗ тӗлне Куйбышев шыв управӗнч шыв шайӗ – Балтика системипе виçсен – 51,1 метр пулнă. Александр Шадриковăн сăмахӗсемпе, çитес çуркунне çак шай 53 метр паллă патне çитсен, Атăлти тата Камăри пулăсен вăлчă сапасси ăнăçлă иртет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев