Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Алга» тата «Тимер» батальонсенчи доброволецсене тапхăрăн-тапхăрăн тӳлӗç

Нумай пулмасть ТР премьер-министрӗ Алексей Песошин алă пусса çирӗплетнӗ Постановленипе килӗшӳллӗн Министрсен Кабинечӗ контрактниксене пӗр хутчен парăнакан тӳлеве епрлерех куçарассине палăртнă.

Утмăл пин тенкӗлӗх пӗрремӗш тӳлеве доброволецсем вӗсене çар чаçӗн списокӗсене кӗртнӗ хыççăн илӗç, çак суммăна эрнесерен парăнакан тӳлевсене пайлӗç – 15 000-шер тенкӗ. Тӳлемелли укçан ытларах пайне çар служащийӗисем вӗсен батальонӗсем ДНР, ЛНР, Украина территорийӗсенче ятарлă çар оперцийӗнче хутшăнма çӗршывăн патшалăх чикки урлă каçсан куçарса парӗç.  

Çак 260 000 тенкӗлӗх тӳлевсене çар служащийӗсене ТР Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен уйăрса парӗç. Вӗсене илес тесен çар комиссариатне заявлени çырса памалла, унпа пӗрле çар чаçӗн ретне тăратни çинчен калакан приказ выписки пулмалла, банкри счет реквизичӗсем тата персоналлă даннăйсен обработкине иртме килӗшни çинчен калакан çыру.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев