Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Амăш капиталӗн программине 2026 çулччен тăснă

Çӗршыври демографие лайăхлатма йышăннă пулăшу меслечӗ хăйӗн кирлӗлӗхне çирӗплетет

Раççей социаллă фончӗн Тутарстанри уйрăмӗнче палăртнă тăрăх, çӗнӗ çулта республикăри пенсионерсен пурнас минимумӗ 10 508 тенкӗ пулать. Амăш капиталӗн калăпăшӗ те пӗрремӗш ачашăн 590 000 тенке çити ӳсет, иккӗмӗш ачашăн – 780 000 тенкӗ таран.

«Амăш капиталӗн программине 2026 çулччен тăснă. Çак нормăна пирӗн Президент çирӗплетрӗ, вăл 2023 çулхи индексаци хыççăнхи суммăсем мӗнле пуласси çинчен хăй каларӗ», – тесе пӗлтернӗ Раççей социаллă фончӗн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Эдуард Вафин.

15 çул хушшинче Раççей пенси фончӗ амăш капиталӗн программипе Тутарстанра 122 миллиард тенкӗ тăкакланă. Закон тăрăх, анне капиталӗн укçисене пилӗк тӗлте усă курма пулать. Тутарстанра чи анлă усă куракан ен – пурăнмалли условисене лайăхлатасси. Çемьесенчен 86 проценчӗ амăш капиталӗн укçисене шăпах çавăнта яраççӗ.  

«Татар-информ» агентствон сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев