Ан васкӑр, ҫанталӑк илемӗпе киленӗр
Эрнелӗх гороскоп 17.05 – 23.05
ТАКА 21.III – 20.IV
Кăштах хăвăртлăха чакарăр, ӗçре пит пысăк планка ан лартăр, ан тив йăлт йӗркипе пытăр. Сывлăх пирки шутлăр. Халӗ тӗрӗс апатланма, спортпа аппаланма пуçласан лайăх формăна кӗретӗр. Юратура пӗчченнисене ăнать, хăвăрпа пӗр шухăшлă çынна юратса пăрахатăр. Мăшăрлисен те туйăмсем çӗнелсе савăнтарӗç.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Пит активлă эрне, харпăр ӗçсем валли вăхăт юлмӗ. Тӗлпулусем йышланӗç, нумайăшӗн вăрттăнлăхӗсене пӗлетӗр. Элек саракансемпе ан хутшăнăр, вӗсем сире сутма пултарӗç. Юрату фронтӗнче хӗрӳ пулӗ, пӗчченнисем пикенсех мăшăр шырама тытăнӗç.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Ӗç нумай пулӗ. Лару-тăру хăвăрт улшăнса пынине кура йышăнăва та хăвăрт тума тивӗ. Пӗлменни çиеле тухӗ. Халиччен хирӗç пулнă çын кăмăлне тăрук улăштарӗ. Асăрхануллă пулăр, мӗн-тӗр туяннă чух улталанма е хăвăр йăнăшма пултаратăр. Юратура ырă сюрпризсем пулӗç. Ӗçре паллашнă çын хăйне урăхларах тыткалама пуçлӗ.РАК 22.VI – 22.VII
Халиччен кая хăварса пынă ӗçсене тума ăнăçлă эрне. Пур çӗрте те сире ăшшăн йышăнӗç. Усăллă çыхăнусем проблемăсене татса пама пулăшаççӗ. Çăлтăрсем сывлăхпа тимлӗ пулма сӗнеççӗ, çул çинче асăрханулăх кирлӗ. Юратура та ăнать, сăмах пани тӗрӗсе килӗ. Тӗл пулма чӗнсен – кайăр. АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Пур çӗрте те килӗшӳлӗхпе лăпкăлăха курас килӗ. Тавлашакансене те çăмăллăнах килӗштерме пултаратăр. Юлташсемпе ӗçтешсем умӗнче çӗнсе илнӗ авторитет ӗç кăларма пулăшӗ. Таврара мӗн калаçнине тимлӗ итлӗр, хыпар усă кӳрӗ. Хальлӗхе харпăр пурнăçра ирӗклӗхпе киленӗр, çывăх вăхăтра сире пӗри куç хывӗ. ХӖР 24.VIII – 23. IX
Ним çинчен пăшăрханмасăр çӗнӗ ӗçе пуçăнăр. Тинех пытанса пурăннă талант çиеле тухӗ. Пуçлăхсем мӗн-тӗр хистесен те харпăр интерессем çинчен ан манăр. Ӗçре ăнăçу пулӗ, анчах ӗçтешсене сăнасах тăрăр. Пӗри теветкелленнине пула лару-тăрăва майлаштарма тивӗ. Юратура та савние е мăшăра пулăшма тивӗ, эсир пулмасан вăл ӗçпе çыхăннă лайăх шанăçа çухатма пултарать. ТАРАСА 24.IX – 23.X
Проблемăсемсӗр лăпкă эрне. Юратнă хоббипе киленме вăхăт пулӗ. Хăнана чӗнсен хаваспах кайăр, хăвăр та туссем, çемье валли мӗн те пулин хатӗрлӗр. Хăш-пӗрин çӗнӗ тус тупăнӗ. Харпăр пурнăçра ăнăçу кӗтет. Пӗчченнисем тинех юратса пăрахӗç.СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Лăпкăрах пулăр, Сатурн хушнипе пуриншӗн те явап тытма, ӗçре ертсе пыма тивӗ. Ывăннипе усалланатăр, çавăнпа çын мӗн калаçни, мӗн туни çинчен сахалрах шутлăр – нервсене упрăр. Канмаллисенче ытларах уçăлса çӳреме тăрăшăр.УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Пӗр вăтанмасăр характерти вăйлă енсемпе усă курса тепӗр çынна хăвăра кирлӗ йышăнăва тутаратăр. Должноçпа ӳсме е халиччен тытса тăнă премие илме пултаратăр. Тен, парăма парса татӗç. Ку ӗмӗтленнӗ япалана туянма пулăшӗ. Канмаллисем – юрату валли. Пурнăçăрта интереслӗ пулăм пулӗ.ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Юлташсемпе тӗл пулни тахçантанпа канăçсăрлантаракан ыйтăва татса пама пулăшӗ. Хăвăра килӗшмен çынна тинех вырăна лартатăр. Анчах çынпа ан тавлашăр, ку усă кӳмӗ. Пӗчченнисен интереслӗ çынпа паллашма май пулать. Туйăмсем питӗ хӗрӳ пулӗç. ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Хӗвел пулăшнипе нумай вăрттăнлăха пӗлетӗр, конкурентсем мӗн чухлӗ ӗçлесе илни таранчченех. Ку авторитетлă çынпа е пуçлăхпа калаçнă чух хăюлăх кӳрӗ. Эрне пуçламăшӗнче мӗн-тӗр пулса пӗтмесен ан кулянăр, часах ӗç-пуç ырă енне улшăнӗ. Канмаллисенче юлташпа е савнипе кинона, театра кайса килӗр. ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Харпăр имиджа тӗпрен улăштарса пурне те хăвăр çинчен калаçтаратăр, тӗлӗнтеретӗр. Тăкаксене шута илӗр, илӗртекенни кашни утăмра пулӗ. Хăш-пӗри хушма ӗç шырама пуçлӗ. Пурнăçра çӗнӗ çитӗнӳсем пулӗç, уйрăмах юратура. Венера ку хутӗнче çăмăлттайрах пулса пурнăçпа туллин киленме сӗнет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев