Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Антониу Гутерриш: «Сӑмаха ӗҫпе ҫирӗплетме вӑхӑт ҫитрӗ»

ООН Генеральнӑй секретарӗ Антониу Гутерриш хӗрӗҫтӑрусем йышланнин, климат улшӑнӑвӗ, чухӑнлӑх пек тӗнчери чи ҫивӗч ыйтусене пӗр ҫӗршыв та хӑй кӑна татса парайманнине, кун валли ҫӗршывсен пӗрлӗхӗ кирлӗ. БРИКС ҫӗршывӗсем тӗнчери ҫивӗч ыйтусене ҫапла пӗрле татса пама ӑнтӑлнине ырласа йышӑннине каларӗ.

Ӳссе пыракан чухӑнлӑх, кризис, пӗртанлӑх ҫукки тӗнчери малашлӑх планӗсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнине палӑртрӗ. Сентябрь уйӑхӗнче хӑйсем йышӑннӑ малашлӑх планӗнче 4 ыйту тӑнине асӑнчӗ.
1.Финансировани. Тӗнчери  финанс системипе пӗтӗм ҫӗршыв усӑ курайманни вӗсене аталанма памасть. Ҫавӑнпа ун шухӑшӗпе ку системӑна ҫӗнетмелле, вӑл кивелнӗ. Аталанакан ҫӗршывсен парӑмӗсене чакармалла, ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсем памалла.

2. Климат.  Кашни ҫӗршыв ҫутҫанталӑка варлассине  чакармалла.

3. Кашни ҫӗршыва ҫӳллӗ технологисемпе усӑ курма майсем туса памалла.
4. Тӑнӑҫлӑх. Антониу Гутерриш хӗҫпӑшаллӑ хирӗҫтӑрусем пыракан  Газра вӑрҫа халех чарма, заложниксене ирӗке кӑларма, гуманитари пулӑшӑвне кӗртме чӗнсе каларӗ. Ливанра,Украинӑра та ООН уставне пӑхӑнса мир  кирлине палӑртрӗ. Сӑмахпа мар, ӗҫпе ҫирӗплетме вӑхӑт ҫитнине каларӗ.

 Сӑнӳкерчӗк photo-summit.brics-russia2024.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: БРИКС