Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АСĂРХАНĂР, УЛТАЛАÇÇӖ!

Чистай хулинче пурăнакан шкул ачи хăйне улталанине сиссе те юлайман. Телефонри пӗр вăйăпа шутсăр кăсăкланаканскере шулӗксем тӳлевсӗр бонус пама шантарнă. Унăн кун валли амăшӗн банк карттин номерне, телефон çине килекен кода кăна каламалла-мӗн. Хӗр ача килӗшнӗ.

Амăшӗ банк картти çинчен 14 пин тенкӗ ытла укçи çухалнине тепӗр кун асăрханă та тӳрех полицие кайнă. Çак факт енӗпе халӗ уголовнăй ӗç пуçарнă, следстви пырать.

33 ХУТЧЕН УЛТАЛАНĂ
Хусанта пурăнакан 20-ри каччă маркетплейссене 33 хутчен улталанине ТР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет. Кашни хутӗнче вăл регистрацилемен сим-карттăпа çӗнӗ аккаунт уçнă. Маркетплейссенче хаклă наушниксемпе смарт сехетсем заказ панă вăл. Килте вара вӗсене маларах туянса хунă суя таварсемпе ылмаштарнă та тӗрлӗ сăлтав тупса каялла тавăрса панă. 2023 çулхи октябрь уйăхӗнченпе çапла хăтланса вăл виçӗ миллион тенкӗ «ӗçлесе» илнӗ.

Оперативлă шырав вăхăтӗнче унăн хваттерӗнче тавăрса пама та, сутма та ӗлкӗреймен тавара тупнă. Çамрăк çын айăпа йышăнать. Хăй каланă тăрăх, чăн тавара вăл тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайчӗ урлă сутнă. Хальхи вăхăтра ун енӗпе «Мошенничество» статьяпа уголовнăй ӗç пуçарнă. Хуларан тухса кайма юраманни пирки алă пустарнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество