«Хастарлă вăрăм ӗмӗр» республика программине октябрӗн пуçламăшӗ тӗлне аслă ăрури 503 пине яхăн çын хутшăннă.
Программăна хутшăнакансенчен 356,4 пин çын спортпа туслашнă, 123 пин çын культура мероприятийӗсене çӳрет, 13,4 пин çын çӗнӗ пӗлӳ илсе çӗнӗ хăнăхăва алла илет, 10,1 пин çын волонтер пулса ӗçлет.
Хутшăнакансене меллӗ пултăр тесе zabota-tatar.ru сайтра «Алтын еллар – Золотые годы» ятарлă пай ӗçлет. Унта ăçта, хăçан тата мӗнле мероприяти пулнине вырнаçтараççӗ. Кăмăла каякан занятисене суйласа сайтрах онлайн çырăнма пулать, ку вăхăта хăйсене кирлӗ пек планлама май парать.
«Хастарлă вăрăм ӗмӗр» программа «Çемье» наци проектне кӗрекен «Аслă ăру» федераллă проект шайӗнче пурнăçланать. Унăн тӗп тӗллевӗ — аслă ӳсӗмри çынсене социаллă, культура тата спорт пурнăçне явăçтарасси, вӗсен сывлăхне çирӗплетесси тата çӗнӗ интерессем тупма пулăшасси.
Нет комментариев