Атьӑр, хӗрсем, "Рубина"!
Футболист арҫын профессийӗ пулма пӑрахать
Хусанти футбол клубӗ «Рубин» хӗрарӑмсен футбол командине туса хурасси ҫинчен пӗлтернӗ
"Рубин" ятлӑ хӗрсен коллективӗ кӑҫалтан Суперлигӑра – ҫӗршыври чи вӑйлӑ хӗрарӑмсен лигинче – хутшӑнма пуҫлать. Сезон март уйӑхӗнче тапранать.
Хусан командин тренер штабне Ольга Васильева ертсе пырать. Команда тытӑмӗнче 23 футболистка, вӗсенчен виҫҫӗшӗ – вратарьсем.
Командӑн составне тӗпрен палӑртса пӗтермен-ха, вылякансене суйласа илес тапхӑр пырать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев