Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Августăн 1-мӗшӗнчен Республикăри «Ачана шкула хатӗрленме пулăш» ыркăмăллăх акцийӗ пуçланать

Ыркăмăллăх пуçарăвӗ августăн 26-мӗшӗччен тăсăлать. «Ачана шкула хатӗрленме пулăш» акцине ятарласа нушаллă пурăнакан çемьесенчи ачасене тӗрев парас тесе пуçарнă.

Ун пеккисем кашни районра пур. Тӗслӗхрен, Аксу районӗнчи кăçал пӗрремӗш класа каякан 256 ачаран 66-шне материаллă пулăшу пăсмӗччӗ, тесе çырать «Ял пурнăçӗ» хаçатăн редакцийӗ. Ытларах чухне сахал тупăшлă, нумай ачаллă, ачасене усрава илнӗ, инвалид-ачасене пăхакан çемьесене пулăшу кирлӗ. Унашкаллисем сирӗн ялăрсенче те пурах.

Мӗнпе пулăшма пулать-ха шкула хатӗрленекенсене?  Портфель е рюкзак туянса, канцеляри таварӗсем илсе парса. Хăвăр пӗрремӗш класа кайнине аса илмелле кăна. Вӗренӳ çулӗ çине тăма хатӗрлекен ачана августăн 26-мӗшӗччен телейлӗ тума пултаратăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев