Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

БРИКС. Хусан тӗнче политикин центрӗ

БРИКС çӗршывӗсен пуçлăхӗсен саммичӗ Раççейпе унта кӗнӗ патшалăхсемшӗн кăна мар пӗтӗм тӗнчешӗн интереслӗ пулăм. Вăл БРИКС çӗршывӗсен геополитикăри виçин ӳсӗм кăтартăвӗ те. Хусанта иртекен саммита 24 патшалăхăнпуçлăхӗсем, халăхсен хушшинчи организацисен ертӳçисем, çав шутра ООН Генеральнăй секретарӗ Антониу Гутерриш килни ун авторитетне ытларах та çирӗплетет.

Мероприятин калăпăшӗ глобальлӗ кăнтăрпа хӗвелтухăç çӗршывӗсен пӗрлӗхне, вӗсен тӗнчери экономика аталанăвне,  политика хутшăнăвӗсене çирӗплетме хатӗррине кăтартса парать. 

БРИКС çӗршывӗсен пуçлăхӗсем пирӗн çӗршыв ятарлă çар операци вăхăтӗнче пурăннине пăхмасăрах кăçалхи саммита Раççей председательствипе ирттерме килӗшни, шанни – çӗршыв, унăн ертӳçин авторитетне çирӗплетсе парать. 

 

Раççей Президенчӗн Владимир Путинăн дипломати енӗпе  тунă çӗнтерӗвӗ теме пулать ăна. Анăç Раççее пуринчен те уйăрса яма тăрăшни вара пурнăçа кӗмерӗ. 

 

Сăмах май, Хусанта иртекен БРИКС саммичӗ Анăçпа Америкăна çав тери сисчӗвлентерет. Ку вӗсен ертӳçӗ МХХсен статйисенче те палăрать. Хусана официаллă делегацисемпе пӗрле (пурӗ 36çӗршывран) килнӗ журналистсемсӗр пуçне Европăпа Америка журналисчӗсем те килсе çитнӗ, «Би-Би-Си», «Нью-Йорк таймс», «Вашингтон пост» тата ытти авторитетлă хаçат-журналсемпе медиа агентствăсенчен. Саммит пресс-центрӗ вӗресе тăчӗ ку кунсенче. БРИКС çӗршывӗсем çӗр çинче пурăнакан этемлӗхӗн 45 проценчӗпе танлашнине шута илсен ăнланмалла вӗсен хумханăвне. 

Хусан октябрӗн 22-24-мӗшӗсенче тӗнче политикин центрӗ пулса тăчӗ тени ӳстерсе калани мар. 

Октябрӗн 22-мӗшӗнче Владимир Путин тӗнчери лидерсемпе икӗ енлӗ тӗлпулусем ирттерме тытăнчӗ. Тепӗр кунне те çӗршывсен пуçлăхӗсем килсе пынă май çийӗнчех ӗçлӗ тӗлпулусем пурнăçланса пычӗç. 

Октябрӗн 23-мӗшӗнче БРИКС çӗршывӗсен пуçлăхӗсен икӗ ларăвӗ иртрӗ. Малтанласа сахал йышпа, унта халӗ БРИКСра тăракан патшалăхсен президенчӗсем хутшăнчӗç. Иккӗмӗшӗ вара анлă йышпа – 22 президентпа. Раççей ертӳçи Владимир Путин ертсе пычӗ ларусене. Сӳтсе явнă темăсен шутӗнче – ООНа Палестинăна илесси,  Украинăри кризис, Çывăхри Хӗвелтухăçа ядерсăр зона тăвасси, Иранăн ядерлă ӗçне çӗнӗрен хута ярасси, Суданри лару-тăру, терроризмпа кӗрешесси, уçлăх енӗпе хӗç-пăшаллă ăмăртăва чарасси тата ытти ыйтусем. 

 

Раççей Президенчӗ Владимир Путин саммитра Китай Халăх Республикин Председателӗпе Си Цзиньпинпа, Турци Президенчӗпе Реджеп Тайип Эрдоганпа, Египет, Эфиопи, Иран, Арабсен Пӗрлешӳллӗ Эмирачӗсен ертӳçисемпе ӗçлӗ тӗлпулусем ирттерни пӗлтерӗшлисен шутӗнче. Авторитетлă МХХсен шучӗпе, Владимир Путин хăйне тӗнчери лидер пек кăтартса пачӗ. 

– БРИКС йӗркеленсе кайсанах Великобританири паллă экспертсем малашнехи аталану БРИКСпа çыхăнмалла тесе калаçрӗç. Анăçăн инвестбанкирӗсем Анăç политикӗсемпе танлаштарсан БРИКСпа ӗçлемеллине ăнланаççӗ. Ӳсӗмпе аталану потенциалӗ халӗ вӗсенче. Çакна экспертсем организаци йӗркеленсе кайсанах палăртрӗç, аталанса пыракан çӗршывсене те ӗнентерчӗç. Халӗ БРИКС хăйӗн альтернативлă аталану çулне тупрӗ, тавах Анăçа куçа уçнăшăн, – терӗ шӳтлесерех журналистсемпе иртнӗ пресс-брифингра РФ Президенчӗн Канашçи Антон Кобяков. 

 

Антон Кобяков палăртнă тăрăх, БРИКС кама та пулин хирӗç йӗркеленнӗ, вăйпа хăй шухăшне йышăнтаракан организаци мар. Вăл нумай енлӗ тӗнчешӗн (многополярный), геополитикăри пӗртанлăхшăн, тӗрӗслӗхшӗн тăракан йӗркеленӳ. Çакăнпа улшăнса тăрать те вăл НАТО альянсӗнчен. Çапах АПШпа НАТО пурпӗрех БРИКС вӗсен глобальлӗ хуçаланăвӗшӗн пысăк чăрмав тесе палăртма васкарӗç. 

Антон Кобяков пӗлтернӗ тăрăх, Раççей председательствипе иртекен саммит питӗ тухăçлă пулчӗ. Ун хӳттинче тӗрлӗ мероприятисем саммитченех 200 ытла иртнӗ, унта 10 пин ытла çын хутшăннă. 

Паллă ӗнтӗ, Хусанти саммит пирӗнпе тусă мар çӗршывсене самаях пăлхантарчӗ. Ун ӗçне йӗркерен кăларас, вăрттăн информацие уçласа илес тӗллевпе кибератакăсем нумай пулнă. 

«Анăç БРИКСпа интересленчӗ тени – ним те каламанни пулать, – хушрӗ Антон Кобяков. – Площадка инфраструктурине вирлӗ атакăларӗç, ӗнер те, паян та Операторăн, Росконгресăн сайчӗсене. Пӗр çеккунтра 40 гигабит хăватпа атакăларӗç çыхăну каналӗсене», – терӗ РФ Президенчӗн Канашçи. 

Ун сăмахӗпе, Раççей, паллах, çапла пуласса пӗлнӗ, саммита информацилле хăрушсăрлăхпа тивӗçтерме унăн ятарлă тытăмне йӗркеленӗ. «Вăт çакăн пек чыссăрла хăтланусене пулах Анăç шанчăкран тухрӗ», – палăртрӗ Антон Кобяков. ООН Генеральнăй секретарӗ Антониу Гутерриш килнине хакласа: «Тӗрӗс тунă. Пӗтӗм тӗнче кунта пулнă чухне Турри ăна хăй килмелле тунă. Тата Пӗрлештернӗ нацисен организацийӗ паян хăй те тӗнчери хутшăнусене реформăлама шухăшлать. БРИКС саммичӗн тӗслӗхӗ кирлӗ пулӗ вӗсене», – пӗтӗмлетрӗ спикер. 

РФ Президенчӗ ертсе пынă ларусем патне таврăнас пулсан вăл питӗ те тухăçлă иртрӗ. БРИКС çӗршывӗсен пуçлăхӗсем Хусан декларацине йышăнчӗç. Çак историлле пӗлтерӗшлӗ документăн тезисӗсем 40 ытла страница йышăннă. Тӗп вырăнта çӗршывсен пӗртанлăхӗ, геополитикăри хирӗçтăрусене вăрçăсăр татса парасси, юлташла хутшăнусене,  политикăри, экономикăри, культурăпа гуманитари енлӗ çыхăнусене малалла аталантарасси, халăхсен хушшинчи правасен нумай енлӗхне йышăнасси, çав шутра ООН Уставӗнче те, халăхсен хушшинчи организацисенче хӗрарăмсен пӗлтерӗшне çирӗплетесси тата ытти тӗрлӗ енсем. 

Ирина ТРИФОНОВА.

Сӑнӳкерчӗксем photo.brics-russia2024.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: БРИКС