БРИКСпа ӗç тухать
Владимир Путин пресс-конференцире журналистсен ыйтăвӗсене хуравлама пуçличчен кӗскен саммит пӗтӗмлетӗвӗсемпе паллаштарчӗ. Тин кăна вӗçленнӗ саммит тӗнчери политика календарӗнче чи курăмли пулнине, БРИКС председателӗн тивӗçне Раççей яваплă пурнăçланине палăртрӗ. Çӗршывăн 13 хулинче 200 ытла мероприяти иртнӗ: отрасльсен министрӗсен тӗлпулăвӗсем, конференцисем, семинарсем, Ӗçлӗ форум тата Спорт вăййисем.
«Кăçал эпир çӗнелсе анлăланнă составпа ӗçлерӗмӗр. Председатель тивӗçне пурнăçланă Раççей çӗнӗ пайташсене БРИКСăн çемйине хăвăрт кӗме мӗнпур енчен тăрăшрӗ. Ман шутпа, эпир çакна пурнăçлайрăмăр. Çӗнӗ пайташсем БРИКСпа ӗçлеме пулнине, çитӗнӳсем пуррине ăнланчӗç. Пирӗн пӗрлешӳре пӗр-пӗрне хисепленине, кашнин интерсӗсене шута илнине курчӗç. Ӗçлӗ форумсенче вӗсем пурте питӗ хастар хутшăнса хăйсен пуçарăвӗсене сӗнеççӗ»,– терӗ.
Владимир Владимирович Хусанти саммита та питӗ пысăк хак пачӗ. Унта 35 çӗршыв тата халăсем хушшинчи 6 организаци хутшăнни БРИКС авторитечӗ чăнах та пысăккине, суверенлă политика илсе пыракан патшалăхсене вăл ытларах та ытларах илӗртнине палăртрӗ.
«Çак çӗршывсен кашнин аталану çулӗ, экономика ӳсӗмӗн моделӗ, пуян историйӗпе культури хăйӗн. Шăпах çакăн пек цивилизациллӗ тӗрлӗ енлӗхре пӗрлешӗвӗн потенциалӗ курăнать те»,– терӗ.
Саммитăн программи питӗ пуян та тухăçлă пулнине те палăртрӗ президент. Кăçал саммита СНГ çӗршывӗсен, Ази, Африка, Латинла Америка лидерӗсемпе халăхсем хушшиничи организацисен пӗрлешӗвӗсен ертӳçисене те чӗннӗ.
«Çывăхри Хӗвелтухăçра çивӗчленнӗ лару-тăру, тӗнчери пысăк йывăрлăхсем пирки пӗр-пӗрин шухăшне пӗлтӗмӗр. БРИКС çӗршывӗсемпе Глобальлӗ Кăнтăрпа Хӗвелтухăç çӗршывӗсен хутшăнăвӗсен перспективисене сӳтсе яврăмăр. Дикуссисем тăрăх БРИКСăн Хусан декларацине йышăнтăмăр. БРИКС патшалăхӗсем финанс сферинче пӗрле ӗçлессине тата та анлăлатас шутлă эпир»,– пусăм турӗ çӗршыв лидерӗ саммитăн çитӗнӗвӗ çине.
Раççей тавра йӗркеленнӗ лару-тăрăва пула сиксе тухнă йывăрлăхсене ыттисем çине тиеменнине те палăртрӗ Владимир Владимирович. «Проблемăсене эпир хамăрах татса паратпăр, парăпăр та урăх институтсем çине тиеместпӗр», – терӗ президент çирӗппӗн Раççее пулăшасран сехри хăпнисем илтчӗр тесех-тӗр.
БРИКС пӗрлешӗвӗ тӗнче политикин аренинче курăмлă вырăн йышăнасси те куçкӗрет. Мӗншӗн тесен кашнин интересӗсене шута илекенскер, пӗрлешӗвӗн хаклăхне сума сăвакансемшӗн уçă. Пӗрлешӗве кӗнӗ çӗршывсем йывăрлăхран тухмалли çул-йӗре пӗрле шутласа палăртма хатӗр.
Хусанти саммитпа кăна вӗçленмест-ха БРИКС çӗршывӗсен ӗçӗ кăçал, çулталăк пӗтиччен пӗрлехи мероприятисем тата пулмалла-ха.
Ирина Трифонова сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев